Улшӑнусем культура керменне кӗрсенех курӑнаҫҫӗ. Гардероба халӗ тепӗр енне куҫарнӑ. Ун вырӑнне вара кану кӗтесӗ йӗркеленӗ. Кунта ашшӗ-амӑшӗ ачисене репетицирен тухасса кӗтме пултарать. Ҫапла фойе ҫутӑрах та анлӑрах пулса тухнӑ. Кивӗ чӳречесем вырӑнне ҫӗннисем лартнӑ. Пӗрремӗш хутри туалетсене те ҫӗнетнӗ. Чи пӗлтерӗшли вара - концерт залне юсани. Кунта халӗ ҫутӑ стенасемпе меллӗ креслосем. Акустика панелӗсем вырнаҫтарнипе пӳлӗм палӑрмаллах капӑрланнӑ. Культура керменне ҫӳрекен ачасемпе вӗрентекенсем те, ашшӗ-амӑшӗ те пите кӑмӑллӑ.
Ҫӗнелнӗ культура керменӗнче йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта зал тулли куракан пухӑнчӗ. Ушкӑнсем те ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа юрри-ташшине парнелерӗҫ.
"Салют" культура керменӗнче пурӗ 48 пултарулӑх ушкӑнӗ. Вӗсенче ачасемпе ҫамрӑксем спорт, вокал, ташӑ, театр енӗпе ӑсталӑхне туптаҫҫӗ, истори реконструкцийӗн клубӗ те пур. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем валли те пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем йӗркеленӗ.
Ку - палӑртса хунӑ ӗҫсен пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫеҫ. Ҫитес ҫул вара сценӑна тата унти механизма ҫӗнетмелле. Ун хыҫҫӑн вара улшӑнусем ытти пӳлӗмсене тата ҫуртӑн тулаш енне пырса тивӗҫ.
Оксана Верликова, Наталия Егорова, Святослав Петров