Тӑрӑшуллисене, ӗҫре палӑрнисене - патшалӑх наградисем

Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 101 ҫул ҫитрӗ. Республикӑн ҫуралнӑ кунӗ кӑҫал шавлӑ иртрӗ. Уявра Чӑваш Ен аталанӑвне тӳпе хывакансене чысласси йӑлара.

Уяв кунӗ Правительство ҫуртне медицина, культура, вӗрентӳ, строительство тытӑмӗнче ӗҫлекенсем пухӑнчӗҫ. Пурте вӗсем чылай ҫул юратнӑ ӗҫре. Чӑваш патшалӑх академи драма таетрӗн артисчӗ Нина Яковлева 60 ҫула яхӑн сцена ҫинче. Олег Николаев ӑна Хисеп орденӗпе чысларӗ. Шупашкарти ача-пӑча клиника больницинчи оториноларингологи уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Маллин "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ" ята тивӗҫрӗ. Геннадий Николаев тренера "Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят пачӗҫ. 

 


Алёна Артемкина, Виктор Степанов