Паянхи кун тӗлне обществӑлла сӑнав штабӗ 13 пӗрлешӳпе килӗшӳ тунӑ. Пирӗн телерадиокомпанире Афганистанри вӑрҫӑ инваличӗсен организаципе, республикӑри вӑрҫӑ, ӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар, йӗрке хуралӗн ветеранӗсен Канашӗпе тата ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен Ассоциацийӗпе документсем алӑ пусрӗҫ. Республикӑри обществӑллӑ сӑнав штабӗн ертӳҫи Елена Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, кашниех граждансен суйлав прависемпе ирӗкне тӗпе хурса хастар ӗҫлес тӗллевлӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров