Приставсем суд кӑларнӑ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме пулӑшаҫҫӗ, парӑмҫӑсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Суд приставӗсен федераллӑ службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Сергей Резник пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа явапсӑр ашшӗ-амӑшӗнчен 520 миллион тенкӗ ытла алимент шыраса илнӗ. Ку вӑл иртнӗ ҫулпа танлаштарсан 81 миллион тенкӗ ытларах. Пӗтӗмпе вара парӑма кӗнӗ ҫынсемпе предприятисенчен 3 миллиард ҫурӑ тенкӗ шыраса илнӗ. Раҫҫей Федерацин бюджетне 378 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. Вӑл шутран 152 миллионне - республика хыснине. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев приставсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакларӗ. "Сирӗн тӑрӑшулӑхран суд йышӑнӑвӗсене мӗнле пурнӑҫлани нумай килет", терӗ. Хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыракансене патшалӑх наградисем парса чысларӗ.
Диана Иванова, Андрей Шоклев