Шуршӑлта тепӗр икӗ ҫултан музейпа вӗренӳ центрӗ хута каймалла

Пӗлтӗр республикӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин килсе кайнӑ хыҫҫӑн пысӑк ыйту татӑлнӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Шуршӑлти космонавтика музейӗн калӑпӑшлӑ реконструкцине ирттерме пулӑшма шантарнӑ. Проект хакӗ - пӗр миллиард ытла тенкӗ. Пысӑк ӗҫе ҫу уйӑхӗнче пикеннӗ. Стротельство лаптӑкне тата вӑхӑтлӑх урӑх ҫурта куҫнӑ музея Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитсе курчӗ.

Ӗҫсем самай маларах пуҫланнӑ. Строительсем объекта кӗриччен кивӗ ҫурта пӑсса вырӑн хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех нимӗнпе виҫейми пурлӑха - паха экспонатсене - ватмасӑр-ҫӗмӗрмесӗр тирпейлесе ҫӗнӗ ҫӗре куҫармалла пулнӑ.

Паянхи куна ҫак тӗлтен 800 «Камаз» ытла ҫӗр кӑларнӑ. Ӗҫ шӑв-шавӗ самантлӑх та чарӑнмасть. Музей специалисчӗсем кӗске хушӑра экспонатсене вӑхӑтлӑх ҫурта куҫарса вырнаҫтарнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шуршӑл каллех хӑнасене йышӑнма пуҫланӑ. Пӗлтӗр комплекса Раҫҫейӗн 26 регионӗнчен 86 пин ача килсе курнӑ. Кӑҫал та сахал мар.

Туристсем сад-паркра уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ, часовньӑна кӗреҫҫӗ, Николаевсен ҫемйин музей-ҫурчӗпе паллашаҫҫӗ. Хальхи йышши комплекс мӗнле пуласси те кӑсӑклантарать хӑнасене. Ҫӗнни 4 пин тваткал метр  лаптӑкра вырнаҫӗ. Ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗ уҫӑлни  уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.  Ҫӗнӗ комплекса 2027-мӗш ҫулта уҫма палӑртнӑ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров