Шупашкарти йытӑ приючӗ сакӑр ҫул тултарчӗ

Ҫавна май ыран волонтерсем уяв ирттереҫҫӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене нумай кӑсӑкли кӗтет.

Чылайӑшӗ приютран чӗрчун илме шикленсе тӑрать. Юлия Петрова вара вӗсен йышӗнче мар. Йытӑ пирки вӑл тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Унӑн тӑватӑ ураллӑ тусне Валдай тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл чылай хӑнӑхтару пӗлет.

Валдай халӗ 3 ҫулта. Ҫур пурнӑҫне приютра ирттернӗ. Малтанах Юлия ун патне канмалли кунсенче пырса ҫӳренӗ, унтан алла хӑнӑхнӑ юлташне килне илсе кайма шут тытнӑ. Ун хыҫҫӑн манӑн пурнӑҫ лайӑх енне улшӑнчӗ, ҫӗнӗ юлташсем те тупӑнчӗҫ, кашни кун урамра уҫӑлса ҫӳретпӗр, - каласа парать хӗр.

Тӑватӑ ураллӑ тус пирки ӗмӗтленекенсене ыран "Мега Молл" суту-илӳ центрӗнче кӗтеҫҫӗ. Унта "Право на жизнь" приют волонтерӗсем курав йӗркелеҫҫӗ. Ҫитӗннӗ чӗрчунсем ҫеҫ мар, 30 яхӑн йытӑ ҫури те пулӗ. Учрежденире вӗсем валли меллӗ майсем ҫук, ҫавӑнпа та ырӑ ҫынсем ҫине шанӑҫ. Хуҫи тупӑниччен чӗрчуна вӑхӑтлӑх усрава илме те пулать. Пӗрле паспорт ҫеҫ пултӑр. Волонтерсем ку таранччен вун-вун курав ирттернӗ. Приют сакӑр ҫул тултарнӑ ятпа вара тӗл пулӑва анлӑрах йӗркелеме шутланӑ.

Уяв суту-илӳ центрӗн чи аялти хутӗнче иртӗ. Ҫӑмламас туссем вара 1-мӗш хутра ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 5-ччен хӑйсен пулас хуҫисене кӗтӗҫ. Тутлӑ кучченеҫ, пыйтӑпа тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран эмел илсе килсен те ытлашши пулмӗ.

Сӑмах май, паянхи кун килсӗр йытӑсен приютӗнче 460 анчӑк пурӑнать. Вӗсене вырнаҫтарс тӗллевпе волонтерсем чун ыйтнипе ӗҫлеҫҫӗ. Ку хутӗнче куравра пулакан чӗрчунсем пурте хӑйсен хуҫисене тупасса шанаҫҫӗ хастарсем.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров