Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекен кӗмӗл волонтерсем хӳтлӗх хатӗрӗсем тата тум-тир ҫӗлеҫҫӗ

Салтаксене тӗрлӗ япала, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарни хӗлӗн-ҫӑвӗн кирлине пурте аван ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа республикӑра пурӑнакансем уйрӑмшарӑн та, ушкӑнсене пуҫтарӑнса та хӳтӗлевҫӗсене май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарти социаллӑ центра ҫӳрекен кӗмӗл волонтерсем те ырӑ ӗҫрен айккинче юлас темен. Пӗрле пухӑнса вӗсем ҫӗр-ҫӗр мӑшӑр алсиш-нуски ҫыхса фронта ӑсатнӑ. Халӗ те кӗрӗк арки йӑвалама вӑхӑт ҫук ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсен.

Ҫулӗсене кура мар кинемисем социаллӑ центра ӗҫе ҫӳренӗ пек кашни кун васкаҫҫӗ. "Чун чӑтмасть, ҫак йывӑр тапхӑрта ывӑлсемпе мӑнуксене мӗнпе те пулин пулӑшас килет", - теҫҫӗ вӗсем. Хальхи вӑхӑтра, сӑмахран, волонтерсем 2 сийлӗ алсасем ҫӗлеҫҫӗ. Ӗҫӗ пурин валли те ҫитет.

Телее, центрта ҫӗвӗ машинисем пур. Материалпа вара ырӑ ӗҫе хӑйсен тӳпине хывас текенсем тивӗҫтернӗ. Малтанласа волонтерсем касӑк-кӗсӗк кӑна ыйтнӑ. Тӗркипех лайӑх, нӳрӗк витмен пусма килсе парсан хӗпӗртенӗ те, хавхаланнӑ та. Ҫӗвӗ машини чарӑнми шавлакан, тӗрлӗ енчен хачӑ, ытти хатӗр каскаланӑ сасӑ илтӗнекен пӳлӗме пысӑках мар производствӑпа та танлаштарма пулать. Пӗр хӗрсе кайсан алри ӗҫ вылянса кӑна тӑрать. Кунне 30-40 мӑшӑр алса таранах ҫӗлеҫҫӗ. Вӑрӑм та сивӗ хӗле ҫуллах хатӗрленме пуҫланӑ хастарсем. Салтаксем юр, ҫӗр ҫине ларса ан йӗпенччӗр тесе пусмаран хӑйне майлӑ пукансем ҫӗленӗ.

Ҫавӑн пекех кинемисем Бердянск районне ачасем валли гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле ҫыхнӑ тапӑчкисем ярса панӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен пепкисене те ҫакнашкал чӑлха-нускипе тивӗҫтернӗ. "Салтака посылка" акцие Шупашкарти 50-а яхӑн кӗмӗл волонтер хутшӑнать. Хатӗр ҫи-пуҫа курупкасене хурса пынӑ май кашни нуски ӑшне Чӑваш Ен саламӗллӗ пӗчӗк ҫыру чикеҫҫӗ. "Пирӗн пулӑшу хӳтӗлевҫӗсен ал-урине кӑна мар, чунне та ӑшӑттӑр", - теҫҫӗ.


Алиса Александрова, Виктор Степанов