Шупашкарти шкул ачисем "Стрижи" авиаци ушкӑнӗ патӗнче хӑнара пулчӗҫ

Ҫитӗнекен ӑру тӗп хулан сумлӑ юбилейӗпе саламлама килнӗ "Стрижи" авиаци ушкӑнӗн пилочӗсем ачасемпе тӗл пулчӗҫ.

Мускав ҫывӑхӗнчен вӗҫсе килнӗ пысӑк ҫаврӑнӑҫуллӑ истребительсем 4-мӗш хут республикӑра пурӑнакансене Шупашкар кунӗпе саламлама килнӗ. Маларах 2014-мӗш, 15-мӗш тата 19-мӗш ҫулсенче уяв ячӗпе авиашоу ирттернӗ. Пилотсем 2 кунта чылай шкул ачипе тӗл пулчӗҫ. Вӗренӳре, спортра е обществӑлла ӗҫре хастар, ашшӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫапла тимлӗх уйӑрма йышӑннӑ.

Лётчик пулмашкӑн мӗн тумалла, сывлӑх енчен мӗне шута илеҫҫӗ, самолёт мӗнле хӑвӑртлӑхпа вӗҫет тата мӗн ҫӳллӗшне хӑпараять - ачасем хаваспах пилотаж ушкӑн ӗҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Истребитель ҫине хӑпарса сӑн ӳкерттерни, штурвал умне ларни, турбинӑсене тытса пӑхни - ҫак самантсем нумайлӑха асра юлӗҫ. Пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килекен кашни хулара ҫавнашкал тӗл пулусене хутшӑнать, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассине хӑй тӳпине хывать.

"Стрижи" - сывлӑш ҫарӗн мӑнаҫлӑхӗ. Истребительсем сехетре 900 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа вӗҫеҫҫӗ. Кунти кашни пилот ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑрать. Аслӑ пилотажӑн чи кӑткӑс фигурисене пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Хӑшне-пӗрне республикӑра пурӑнакансене кӑтартӗҫ. Ҫар истребителӗсен "Стрижи" ушкӑнӗ шӑматкун Шупашкар кӳлемӗшӗ тавра хатӗрленӳ вӗҫевӗ ирттерӗ. Хула кунӗ - ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче - 12 сехетре тӳпене ҫӗкленӗ.

 

Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Андрей Шоклев