Салтак юрри - арҫын юрри, унта тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗ, тӗнчетуйӑмӗ, самана сӑнарӗ ӳкерӗннӗ. Вӑрҫӑ хирне тухса каякан ҫамрӑк ҫывӑх ҫыннисемпе урӑх тӗл пулмасла сывпуллашни чуна ыраттарать. Президент фончӗн пулӑшӑвӗпе пурнӑҫа кӗрекен проект чӑваш халӑхӗн 18-мӗш ӗмӗртенпе пыракан йӑлине упрама, ҫӗнӗ ӑру патне ҫитерме май парать.
Ҫак проектпах Мускавра пурӑнакан Руслан Соловьёв ертсе пыракан "Дива" ушкӑнпа Шупашкарти музыка училищинче вӗренекенсен "Янтал" ушкӑн юрлакан салтак юррисемпе "Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курнать" альбом кӑларнӑ. Унта 12 юрӑ кӗртнӗ, текстсем 4 чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла, китайла. Руслан каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри чи чаплӑ этномусӑкҫӑсенчен тӑракан ушкӑн хавхаланса ӗҫленӗ: "Ҫурӑм хыҫӗнче иртнӗ ӗмӗрсенчи асатте-кукаҫи "эсӗ йӑлтах тӗрӗс тӑватӑн" тесе пуҫ сӗлтсе тӑнӑн туйрӑм", - тет ҫакӑн пек темиҫе альбом кӑларса тӗнчене кӑтартма, инҫетре пурӑнсах ҫак хушӑра ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗренме ӗлкӗрнӗ композитор.
Юрӑсене илемлетсе хальхилетнӗ чухне композитор Гаврил Фёдоровӑн, Михаил Кондратьевӑн, Ираида Вдовинан, Земфира Яковлеван пуххисемпе усӑ курнӑ, анатри, тури, анат енчи калаҫу тата кӗвӗ уйрӑмлӑхӗсене сыхласа хӑварнӑ. Кашни тӑрӑхӑн кӑна мар, кашни ялӑн хӑйӗн салтак юрри пулнӑ тесен те йӑнӑш мар. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ рекрут юррисем паянхи кун та сывӑ, вӗсене сцена ҫинче кӑна мар, халӗ салтака е ятарлӑ ҫар операцине тухса каякансем те юрлаҫҫӗ.
Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пуҫаракансем хӑйсен умне пысӑк тӗллев лартнӑ: чӑвашсен хӑйнеевӗр культурипе тӗнчене паллаштармалла. Раҫҫейре йышӗпе пиллӗкмӗш вырӑнта шутланакан авалхи халӑхӑн этемлӗх умне кӑлармалли пуян йӑла-йӗрки сыхланса юлни аван, ӑна малалла пурӑнтармалла. Куравпа "Радуга" культура центрӗнче нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех паллашма пулать.
Марина Карягина, Наталия Егорова, Екатерина Янгалакова