Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Константин Ивановӑн "Нарспи" сыпӑкне кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал спектакль ҫӗнӗрен сцена ҫине тухмалла. Ҫур ӗмӗр каялла Сетнере вылянӑ Владимир Семёнов ҫамрӑк йыша пил парать. Тӑван литературӑна ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлнӑ ҫак хайлава пӗлмен чӑваш ҫук: шкул ачисем поэмӑн сыпӑкӗсене пуҫламӑш классенчех пӑхмасӑр вӗренеҫҫӗ.
Поэт, художник, этнограф, фольклорист, куҫаруҫӑ, чӗлхеҫӗ, педагог, музыкант, фотограф - ҫакӑн чухлӗ пултарулӑх уҫма пултарнӑ ҫамрӑк Кӗҫтенттинре Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. Чире пула 25 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлман пулсан, тата мӗн чухлӗ хайлав хӑварнӑ пулӗччӗ Пушкӑртстан ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ывӑлӗ. Куравра, тӗпрен илсен, Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи экспонатсем. Ҫав шутра - Константин Иванов хӑй йывӑҫран ӑсталанӑ пичет машинки те. Паллах, "Нарспи" поэмӑна чи малтан илемлетнӗ ӳкерчӗксем те хисепре.
Тӗпелте - Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультечӗн студенчӗсемпе ӳнер училищинче вӗреннисен тӳрех куҫа туртакан ӗҫӗсем. Литература музейӗ ятарласах поэтӑн еткерне ӳнерҫӗсемпе пӗрле тӗпчеме, ҫамрӑксене ҫак ырӑ ӗҫе явӑҫтарма тӗллев тытнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри вӗрентекенсем курава килнӗ ҫамрӑксене пӗчӗк викторинӑна хутшӑнтарчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене те ҫапла вӑйӑлла меслетпе чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантарса яраҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫӗччен курав пуянланса пырӗ, ҫамрӑк ӳнерҫӗсен графикӑпа живопиҫ ӗҫӗсем улшӑнса тӑрӗҫ. Кайран вӗсем, Константин Ивановӑн юбилей ҫулне пӗтӗмлетсе, открыткӑсен пуххи е пӗчӗк кӗнеке халлӗн тухма пултарӗҫ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров