Чылай ача макаронпа кетчуп кӑмӑллать. Анчах та шӑпӑрлансен юратнӑ апатне усӑллӑрах пӗҫӗрме пулать-ҫке! Вӑрттӑнлӑха Чӑваш Енӗн тараватлӑх элчийӗ Евгений Шуваев шеф-повар уҫса пачӗ. Ашшӗпе ачисем чустаран макарон хатӗрлерӗҫ.
Чӑн-чӑн томат соусӗ те пӗҫерчӗҫ. Евгений Шуваев хамӑр тӑрӑхри апат-ҫимӗҫе кӑмӑллать. Килӗнчен вӑл хӑватлӑ пӑрӑҫ - халапеньо илсе килнӗ. Ӑна вӑл хӑйӗн пахчинче ӳстерет. Паллах, чӗлхе-ҫӑвара чӗпӗтекен ҫимӗҫе ашшӗсем ҫеҫ тутанса пӑхрӗҫ.
Ванюшкинсен килӗнче аслисем те, кӗҫӗннисем те апат пӗҫерес ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче ҫемье пуҫӗ хӑйӗн валли чылай ҫӗнни пӗлчӗ. Тӗслӗхрен, суханпа ыхра тӗрӗс пӗҫерме. Чылай ача апатра вӗсенчен йӗрӗнет. Хальхинче вара ҫак ҫимӗҫсем турилккере пуррине шӑпӑрлансем туймарӗҫ те. Юратсах ҫирӗҫ.
Ӑсталӑх сехетне йӗркелекенсем - Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗпе "Чувашия БлагоДарит" обществӑлла организаци. Чылай чухне воспитани парассишӗн амӑшӗсем яваплӑ. Арҫынсене те ҫак ӗҫе явӑҫтармалла. Шӑпах пӗрле тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлени ҫемьене ҫирӗплетме пулӑшӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Сӑмах май, ҫитес ӑсталӑх урокӗ Шупашкарти "Березка" ача сатӗнче иртӗ.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов