Шупашкарта "Шевле" ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртрӗ

Ӑна йывӑр чирлекен ачасене тӗрев паракан Аня Чижова ячӗллӗ фонда пулӑшма йӗркелеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе сцена ҫине Чӑваш Енри нумай пулмасть чӑмӑртаннӑ ушкӑнсем тухаҫҫӗ. Хальхиче вара хӑйӗн пултарулӑхӗпе фольклор ансамблӗ те савӑнтарчӗ.

Сцена ҫинче - "Эткер" фольклор ансамблӗ. Чи кӑсӑкли - халӑх юррисем каҫхи клубра янрани. Ҫамрӑк артистсен ташши те тыткӑнлать. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем наци культурине ҫӗнӗлле кӑтартас тенӗ. Хӑйнеевӗрлӗ курав та ҫак шухӑша ҫирӗплетет. Ӳнерҫӗсем кашни ӗҫре хӑйсем чӑваш пулнине палӑртаҫҫӗ. Дизайнерсем те капӑрлӑхсене наци эрешӗсемпе пуянлатаҫҫӗ.

"Шевле" фестивале йӗркелекенсем иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ хула ҫыннисене вырӑнти музыкантсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫулла пысӑк уяв ирттереҫҫӗ, хӗлле вара - концертсем. Ытларах ҫамрӑк артистсене чӗнме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла майпа тин йӗркеленнӗ ушкӑнсене пултарулӑх ҫулне уҫма пулӑшаҫҫӗ.

Хальхи ыркӑмӑллӑх концерчӗ 250 яхӑн ҫынна пухрӗ. Билет сутса тунӑ тупӑша пархатарлӑ ӗҫе яраҫҫӗ. Ҫапла Аня Чижова ячӗллӗ фонд 103 пин ытла тенкӗлӗх пуянланчӗ. Ҫак укҫана Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан 
Егора пулӑшма яраcшӑн. Ӑна ятарлӑ кӳме кирлӗ. Хальхинче уяв каҫхи клубра иртрӗ.

Ҫавӑнпа та чылай ҫамрӑк пулчӗ, ашшӑ-амӑшӗн вара ачисене килӗсенче хӑварма тиврӗ.  Хальхи юрра-кӗвве кӑмӑллакансене татах та савӑнтарас тӗллевлӗ. Ҫитес концерта кӑрлач е нарӑс уйӑхӗнче ирттересшӗн. Унта вара пӗчӗк куракансене те чӗнесшӗн.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров