"Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" патшалӑх фончӗн филиалӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлет. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли лаптӑкри майсем лайӑхлансах пыраҫҫӗ. Раҫҫей хӳтӗлев министерствин ҫарпа социаллӑ центрӗн уйрӑмне уҫни вара хушма ҫӑмӑллӑх парать. Малашне тӗрлӗ кӑткӑс ыйтӑва хамӑр республикӑрах, Мускава каймасӑрах татса пама пулӗ. Кунта "пӗр чӳрече" мелӗпе йышӑнаҫҫӗ.
Килнисене "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондри специалистсемех йышӑнаҫҫӗ. Заявленисене тӳрремӗнех ҫарпа социаллӑ центра ӑсатаҫҫӗ. Унта вӗсене вӑраха ямасӑр пӑхса тухаҫҫӗ. Ытларах чухне тӗрлӗ тӳлевпе е социаллӑ пурнӑҫпа сыхӑннӑ ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне нумай вӑхӑт ҫыхӑнӑва тухман салтакӑн тӑванӗсене те пулӑшаҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ представительствӑн тӗллевӗ - ятарлӑ ҫӑр операцине хутшӑнакансене пур енлӗн пулӑшасси пулнине палӑртрӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен тата вӗсен тӑванӗсен нимӗнле йывӑрлӑх та пулмалла мар, терӗ.
Надежда Александрова, Николай Скворцов