Спортри пултарулӑхне тӗрӗслеме ҫемье командисем Шупашкара 55 регионтан килсе ҫитрӗҫ. Вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, спортра палӑрма ӗлкӗрнӗ атлетсене чысларӗ. ГТО-н ылтӑн паллине Валерий Кочков ячӗллӗ Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн 6 вӗренекенӗ тивӗҫрӗ. Чӑваш Енре иртекен фестивальте республика чысне Ефремовсен ҫемйи хӳтӗлет. Александрпа Анастасия ачисемпе пӗрле пысӑк шайри ӑмӑртусене тӑтӑшах хутшӑнать.
Игнатенковсен ҫемйи Псков облаҫӗнчи Великие Луки хулинчен килнӗ. Вӗсем те ҫӗршыв шайӗнче иртекен фестивальтен аякра юлма пултарайман. Икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ регион шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗскерсемшӗн ГТО нормисене пурнӑҫласси йӑлана кӗнӗ темелле. Игнатенковсем ытларах ҫӑмӑл атлетикӑна килӗштереҫҫӗ. Иванпа Анна хӑйсем те тренерсем. Виҫӗ ачипе пӗрлех спорта асламӑшне те явӑҫтарнӑ.
Рындичсем вара Чӑваш Ене Амур облаҫӗнчен ҫитнӗ. Вӗсем Инҫет Хӗвелтухӑҫ регионӗсен чысне хӳтӗлеҫҫӗ. ГТО фестивальне пуҫласа хутшӑнаҫҫӗ. Тупӑшу программинче - чупасси, вырӑнтан инҫӗшне сикесси, туртӑнасси, кӗлеткене ҫӗклесси, винтовкӑран пересси тата ишесси. Чӑваш Ен ӑнсӑртран мар ҫакнашкал шайри фестивале йышӑнма тивӗҫ пулнӑ. "Раҫҫей спорчӗ" патшалӑх программипе усӑ курса республикӑра сахал мар спорт объекчӗ хута янӑ. Пӗлтӗр вара пирӗн регион ГТО нормисене пурнӑҫлассипе 89 субъект йышӗнче 6-мӗш вырӑна тухнӑ.
Леонид Петров, Святослав Петров.