Хӑвӑрт тапӑнассипе, чееленсе хирӗҫ тӑракана улталассипе, мечӗке тӗл лектерессипе ачасем пӗринчен тепри вӑр-вар та маттур. "Юрӑ уйӗнчи" баскетбол тата волейбол площадкинче иртенпех хӗрӳ тупӑшусем пыраҫҫӗ.
"Единая Россия" партин "Ача-пӑча спорчӗ" федераци проекчӗ 2009-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. Чӑваш Ен унта хастар хутшӑнакан регионсенчен пӗри. Иртнӗ 5 ҫулта кӑна республикӑра шкул ҫумӗнчи 100 стадиона ҫӗнетнӗ. Ҫурт картишӗсенчи спорт лаптӑкӗсенче те ҫын яланах йышлӑ.
"Чи лайӑх команда" ята ҫӗнсе илессишӗн Шупашкара республикӑри пур округран та ушкӑнсем ҫитнӗ. Пурте вӗсем муниципалитет тапхӑрӗнче мала тухнӑ. Кунта вара харӑсах регион шайӗнчи икӗ турнир иртрӗ. 50 команда баскетболла выляса, 10-шӗ пляж волейболӗнче тупӑшрӗ. Анастасия Павловӑпа Виктория Михайлова Вӑрмар тӑрӑхӗн чысне хӳтӗлеҫҫӗ.
Ӑмӑртусем Республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Хаваслӑ ҫу кунӗсем" проектпа килешӳллӗн иртрӗҫ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин ачасене мӗн пӗчӗкрен спорта явӑҫтармалла, тет. Ҫакӑн валли паян пӗтӗм май пур. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗрпӳри баскетбол командисем тивӗҫрӗҫ. Волейболла выляса "Урмарочка-Ирбис" ушкӑн чи лайӑххи пулчӗ.
Диана Иванова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов