Ҫамрӑксен ӑслӑлӑх шкулӗ - Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче пурнӑҫланакан ҫакнашкал пӗрремӗш проект. Шупашкара Хусан, Киров, Чулхула, Пенза, Оренбург, Самар, Саратов тата ытти хуласенчен вӗренекенсем килнӗ. Вӗсем - музей уйрӑмӗсен ертӳҫисем, управҫисем, наука ӗҫченӗсем. Пурте ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ. Пӗр вырӑншӑн 4 ҫын тупӑшнӑ. Ҫапла 20 ҫамрӑк ӑсчах халӗ хӑйӗн пӗлӗвне пуянлатать.
Музейпа наука тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Аваллӑх управҫисен статьясем ҫырма та, конференцисенче тухса калаҫма та пӗлмелле, ҫутӗҫ ӗҫне те хутшӑнмалла. Вӗренӳ программи пуян: лекцисем, ӑсталӑх сехечӗсем, практика тӗрӗслевӗ. Ҫамрӑк ӑсчахсене сумлӑ педагогсем вӗрентеҫҫӗ.
Вӗреннине пӗтӗмлетсе ҫамрӑк специалистсен наука проекчӗ ҫырмалла пулать. Унтан ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи музейсен канашӗн форумӗнче хӳтӗлӗҫ.
Диана Иванова, Виктор Степанов