Шупашкарта "Королевство цифровых языков" ҫӗнӗ фильма пахаларӗҫ

Ӑна "Куча мала" киностуди ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм информацие интернетра тупма пулать. Чӑн та, усӑлли ҫеҫ мар, кирлӗ марри те чылай унта. Юмах шӑпах асӑрхануллӑ пулма вӗрентет те. Тӗплӗнрех Вероника Павлова сюжетӗнче.

Юльӑпа Женя блогерсем цифрӑ чӗлхин патшалӑхне лекеҫҫӗ. Хӑнасене Виртуалина нейросеть кӗтсе илет. Хӗрсем мӗнпе кӑсӑкланнине пӗлсе вӗсене пин-пин видео пӑхма сӗнет.

Ҫапах та тӗп геройсем тӗнче тетелӗн авӑрне путма васкамаҫҫӗ. Чӑн пурнӑҫа таврӑнма майсем шыраҫҫӗ. Цифра патшалӑхӗнче кам кӑна пурӑнмасть! Тӗслӗхрен, Юльӑпа Женя вируса хирӗҫ кӗрешекен программӑпа паллашаҫҫӗ. "Т9" сӑнара вара сӑмахсене тӗрӗс йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.

Паянхи кун никам та пурнӑҫ таппинчен юласшӑн мар. Аслисем кӑна мар, кӗҫӗннисем те компьютерпа, телефонпа усӑ кураҫҫӗ.  Анчах та чылайӑшӗ вӑхӑта интернетра усӑсӑрах ирттерет. Хаклӑ саманта вара ҫемьене, тус-юлташсене халаллама пулать-ҫке, теҫҫӗ фильма хатӗрлекенсем. Ҫак тивӗҫе хӑй ҫине "Куча мала" ача-пӑча киностудийӗ илнӗ. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫлама Президент фончӗн грантне ҫӗнсе илни пулӑшнӑ. Пурӗ ҫӗр ытла ҫамрӑк актера явӑҫтарнӑ ӗҫе.

Фильма хатӗрлекенсем хамӑр тӑрӑхри илемлӗ вырӑнсемпе ҫеҫ ҫырлахман, Тутар республикине те ҫитсе килнӗ. Бомбӑсенчен пытанмалли пӳлӗмре те темиҫе сцена ӳкернӗ. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме икӗ ҫул кирлӗ пулнӑ.

Компьютер графикипе фильма пуянлатма уйрӑмах нумай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ, палӑртрӗ проект ертӳҫи Мария Шоклева. Картинӑна пахалама ҫамрӑк актерсемпе ашшӗ-амӑшне чӗннӗ. Зал лӑк тулли пухӑнчӗ. 
Фильмпа кашни кӑмӑл тӑвакан паллашма пултарать. Ӑна «ВКонтакте» социаллӑ тытӑмри "Королевство цифровых языков" ушкӑнра вырнаҫтарнӑ. Ачасене чӑн пурнӑҫпа ытларах кӑсӑклантарас тесе фильма шкулсенче те кӑтартас тӗллевлӗ.


Вероника Павлова, Виктор Степанов