Шупашкарта кӑмӑллакансене окоп ҫуртисем ӑсталама вӗрентеҫҫӗ

Ҫак ӗҫе хӑй ҫине Ирина Александрова кӗмӗл волонтер илнӗ. Вӑл ертсе пынипе фронта ҫӗршер окоп ҫурти ӑсатма ӗлкӗрнӗ хастарсем. 

Ӗҫрен ывӑнса килет пулин те Ирина Александрова кану пирки шутламасть. Салтаксем валли окоп ҫуртисем хатӗрлет. Пултараяп-ши тесе иккӗленсех ҫур ҫул каялла ӗҫе пуҫӑннӑ вӑл. Халӗ Ирина Павловна кашни кун тенӗ пекех фронта пулӑшас тӗллевпе тӑрӑшать.

Хатӗрленӗ окоп ҫуртисен шутне Ирина Павловна хӑй те пӗлмест. Тӑванӗсемпе юлташӗсем тӗрев парсах тӑраҫҫӗ ӑна. Ҫакӑ хавхалантарать те. Уйрӑмах ывӑлӗсен ырӑ сӑмахӗсем чӗрине ӑшӑтаҫҫӗ.

Окоп ҫуртисем тума йывӑр мар, нумай укҫа-тенкӗ те тӑкмалла мар, тет Ирина Павловна. Чи хакли те - парафин ҫеҫ. Ӑна туянма кӗмӗл волонтера шӑпах ывӑлӗсем пулӑшаҫҫӗ. Хытӑ хутпа вара кирек мӗнле лавккара та тивӗҫтерме хатӗр, каласа парать хастар.

Тимӗр банкӑсемпе "Экомаршрутка" экологи акцине хутшӑнакансем тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла майпа Ирина Павловна салтаксене ҫеҫ мар, ҫут ҫанталӑка та пулӑшать темелле. Ахальтен мар ӗнте вӑл "Чӑваш Енри чи лайӑх эко-кӗмӗл волонтер" ята тивӗҫнӗ.

Ӑсталӑх урокӗсене Ирина Павловна "ЭкоЛофт" лаптӑкра йӗркелет. Вӑл Афанасьев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хӑй мӗн пӗлнине ыттисене кӑтартса ырӑ ӗҫе вун-вун ҫынна явӑҫтарма пултарнӑ хастар. Кунта тӗрлӗ ӳсӗмрисем ҫӳреҫҫӗ, кӗске вӑхӑтра туслӑ ушкӑн чӑмӑртанма ӗлкӗрнӗ. Ҫӗнӗ ҫынсене вара яланах курма хавас.

Черетлӗ ӑсталӑх урокне утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йӗркелеме палӑртаҫҫӑ. Унта пур кӑмӑллакана та йыхравлаҫҫӗ. Кирлӗ материалпа тивӗҫтерме шантараҫҫӗ, ҫапах та пӗрле парафин илсе пырсан ытлашши пулмӗ. Окоп ҫуртисене хастарсем фронта час-часах ӑсатаҫҫӗ. Кашни партине хӑйсем шутласа кӑларнӑ логотиппа илемлетеҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов