Биеннале Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ тата республикӑн культура министерстви пулӑшнипе иртет. Проект тӗллевӗ - тӗп хулари тата пӗтӗмӗшле регионӑн культура аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртесси. Ытларах куракана явӑҫтарас тесе экспозицисене темиҫе лаптӑкра йӗркеленӗ. Пӗри - Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче.
Кӑҫалхи биеннале теми кил-ҫуртпа ҫыхӑннӑ. Ахальтен мар ӑна "Ҫич ҫунатлӑ ҫурт" ят панӑ. Кирек хӑш халӑх культуринче те пӳрт пысӑк вырӑн йышӑнать. Хӑйнеевӗрлӗхсем пур пулин те, пурне те ҫемье пӗрлештерет.
Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа ӑсталанӑ: инсталляци, перфоманс, видеоарт. Паллах, академи живопиҫӗ те пур. Хальхи ӳнер искусствинче куракан автор мӗн калас тӗнине тӳрех ӑнланмасан та пултарать. Кунта шухӑшламалла, фантазилемелле. Ҫакӑнпа хальхи искусство уйрӑлса тӑрать те. Эрпике Хотиновскаян ӗҫӗ ҫӑмӑллӑн вуланать. Вӑл кӗпе евӗр арт-объект тунӑ. Кунта авторӑн йӑх-несӗлсен тытӑмӗ. Сӑнӳкерчӗксенче - тӗрлӗ ӑру, вӗсен пурнӑҫӗ. Биеннале Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшчен ӗҫлет. Ҫавӑн пекех художниксем ирттерекен тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗсене те хутшӑнма пулать.
Диана Иванова, Наталия Егорова, Святослав Петров