Шупашкарта "Энергия Победителей" документлӑ фильма пахаларӗҫ

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсен шӑпи пирки каласа парать.

Фильма пахалама тӗп геройсемпе пӗрле тӑванӗсем те килнӗ. Пухӑннисем валли Ҫамрӑксен театрӗнче чӑн-чӑн уяв йӗркелерӗҫ. Кашниех салтак пӑттипе сӑйланма тата куравпа паллашма пултарчӗ. Сӑн ӳкерчӗксем ҫинче  - фильма ӳкернӗ вӑхӑтри ӑшӑ самантсем. Хаклӑ хӑнасен кӑмӑл-туйӑмне артистсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсене шӑрантарса хӑпартрӗҫ.

Фильма Чӑваш Енри энергипе тивӗҫтерекен компани вӑйӗпе хатӗрленӗ. Унта ӗҫлекенсем ҫапла майпа Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене тав тума шутланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хӑрушӑ саманчӗсене тӗрлӗ енлӗ сӑнлама тӑрӑшнӑ. Арон Лавин энергипе тивӗҫтерекен компанире 20 ҫул ӗҫленӗ, пӗр вӑхӑт директор та пулнӑ. Концлагерьте мӗнле асап тӳснине ӑна паянхи кун та ас илме йывӑр.

Фильма фашистсен ункинче пулнӑ Ленинградра пурӑннисен ас илӗвӗсем те кӗнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ республикӑн тӗрлӗ кӗтесне  ҫитсе пуян материал пухма пултарнӑ. Вӑл шутра Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи 99 ҫулти Василий Иванович Иванов патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл  Инҫет Хӗвелтухӑҫ чиккине хӳтӗленӗ.

"Энергия Победителей" фильма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пахаларӗ. Асатте-асаннесен, атте-аннесен паттӑрлӑхне асра тытасси - пирӗн тивӗҫ, терӗ. Шел пулин те, ветерансем кайсах пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен ас илӗвӗсене ҫитес ӑрусем валли хӑварни тем пекех паха.

Фильмпа кашни кӑмӑл тӑвакан паллашма пултарать. Ӑна энергипе тивӗҫтерекен компани хӑйӗн рутьюб каналӗнче вырнаҫтарнӑ. Тӑнӑҫлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ ветерансем вара тӗрлӗ асап витӗр тухнӑ пулин те чунӗпе хытман, кашни самантпа савӑнма пӗлеҫҫӗ, мирлӗ пурнӑҫ хакне туйса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хальхи ӑрушӑн - чӑн-чӑн  тӗслӗх.

 

Вероника Павлова, Виктор Степанов