Шупашкарта "Драма театрӗн актерӗсем юрлаҫҫӗ" конкурс иртрӗ

Ӑна ҫулсерен Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркелет. Кӑҫалхи конкурса Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ.

Конкурса республикӑри мӗн-пур профессилле театрти артистсем хутшӑнчӗҫ. Тӳресене вӗсем 23 хӑйнеевӗрлӗ номер кӑтартрӗҫ. Чи пултаруллисене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ. Вӑл шутра куракансен ятарлӑ парни те пулчӗ. Ку номинацире Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Чӑваш халӑх артисчӗсем - Валентинапа Иван Ивановсем "Живи и помни" литературӑпа драма номерӗшӗн тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Вырӑс драма артисчӗсем Денис Латышевпа Сергей Куклин тухрӗҫ. Вӗсем Гарик Сукачев репертуарӗнчи юрра шӑрантарчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна та Вырӑс драма театрӗнчи Глеб Карзанов "Тӑрнасем" юрӑпа тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫӑмраксен театрӗн хорӗ "Салтак юррипе " йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑнта та икӗ артист. Тӳресем Чӑваш драма театрӗнчи Александр Васильевӑн тата Вырӑс драма театрӗнчи Станислав Мишинӑн пултарулӑхне пысӑк хак пачӗҫ.

Ҫаван пекех Вырӑс драма артисчӗ Татьяна Володина "Я любила сокола" юрра шӑрантарса пурне те тыткӑнларӗ. Вӑлах конкурсӑн Гран-прине тата Мускава пултарулӑх командировкине кайма путевка ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата хутшӑнакансене пурне те дипломсем парса хавхалантарчӗҫ.

 

Надежда Александрова, Зоя Яковлева