Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ парадпа тата ытти анлӑ ӗҫ-пуҫпа асра юлӗ

Раҫҫей тӗнчери 100 ытла ҫӗршыв халӑхӗпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Кӗтнӗ куна ҫывхартма Чӑваш Ен те пысӑк тӳпе хывнӑ. Ҫавна май сӑваплӑ уява халалласа республикӑра асра юлмалли анлӑ программа хатӗрленӗ. Тӗп ӗҫ-пуҫ вара - Ҫӗнтерӳ парачӗ - Шупашкарти Республика тӳремӗнче кӗрлерӗ. 

Раҫҫей патшалӑхӗн этемлӗхе хаяр тӑшманран хӳтӗлеме пултаракан хӑватлӑ вӑйне Аслӑ Ҫӗнтерӳ парачӗ кӑтартать. Республикӑн тӗп тӳремӗ тӑрӑх тӗрлӗ тытӑмри ҫар ҫыннисемпе ветерансен пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, пулас салтаксем утса тухрӗҫ. Унтан ҫӗршыв вӑйне кӑтартакан 70 ытла ҫар техникипе ретро-автомобильсем, шавлӑ мотоциклсем строя тӑчӗҫ.

Парадра ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсем те йышлӑ пулчӗҫ. Аслашшӗ-асламӑшсен паттӑрлӑхне аса илсе Раҫҫей паян кун та мӗнпур вӑйран нацизма хирӗҫ кӗрешнине палӑртрӗҫ.

Ҫӗршывӑн тӗп уявӗ истори чӑнлӑхне ҫирӗплетсе ҫамрӑксене чунпа патриот пулса пурӑнма вӗрентет. Аслӑ ӑрурисем вара ӑна ҫӗнӗ ҫулпа ҫуралнӑ куна кӗтнӗ пекех кӗтеҫҫӗ. Вӗсемшӗн ҫулсен шутлавӗ те Ҫӗнтерӳ кунӗнчен пуҫланнине калаҫҫӗ.

Ҫавах та, ветерансем пур чух ҫакӑн евӗр уявсем мӑнаҫлӑрах иртеҫҫӗ. Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 40 ытла ветеранӗ кӗтсе илчӗ. Вӗсем тӳссе ирттернине пулас ӑрусен нихӑҫан та курмалла ан пултӑр.

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Денис Пахмутов