Шупашкарӑн культура пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм

"Радуга" курав центрӗнче пӗрремӗш хут уйрӑм ҫыннӑн коллекцинчи картинӑсен экспозицине йӗркеленӗ. Вӗсене ӳнер тӗнчине юратакан Людмила Лоскутова 45 ҫул пуҫтарнӑ. Куравра Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗсен 80 яхӑн ӗҫӗпе паллашма пулать. 

Людмила Аркадьевнӑн картинсем пуҫтарас ӗҫ ҫак ӳкерчӗкрен пуҫланнӑ. Унӑн авторӗ - Владимир Белов художник. Унта сӑнланӑ юхан шыв, пӗлӗтелле кармашакан хырсем тата утӑ турттаракан лаша хӗр арӑма тӑван тӑрӑхне аса  аса илтернӗ. Людмила Лоскутован ачалӑхӗ Улатӑр тӑрӑхӗнчи Киря юхан шывӗ хӗрринче иртнӗ. Ҫавна май вӑл кӑмӑла кайнӑ картинӑна туянма шут тытнӑ. Ку ӗҫпе пӗрле ӑна Улатӑр тӑрӑхне тата Сӑр юханшывне сӑнлакан тепӗр ӳкерчӗк те чунне хускатнӑ. Вӑл та унӑн коллекцийӗнче. Ҫамрӑк чухне вара Людмила Аркадьевнан портретне Николай Карачарсков ӳкернӗ. Каярах ку ӗҫе вӑл пӗр куравра асӑрханӑ та тӳрех туяннӑ. Унӑн сӑнне Раиса Терюкалова та пир ҫине куҫарнӑ. Ӳнерҫӗпе вӗсем чылай вӑхӑт туслӑ. Художник-юлташӗ ҫавӑн пекех Людмила Аркадьевнӑн мӑшӑрӗн портретне те ӳкернӗ. Владимир Иванович арӑмӗ искусствӑна кӑмӑлланине хавхаланса йышӑннӑ. Вӗсем пӗрле тӑтӑшах куравсенче, ӳнерҫӗсен мастерскойӗсенче пулнӑ. Унсӑр пуҫне Людмила Лоскутовӑн коллекцийӗнче Станислав Вороновӑн, Анатолий Рыбкинӑн, Николай Овчинниковӑн, Виктор Немцевӑн, Нина Алимасован ӗҫӗсем пур. Людмила Аркадьевна палӑртнӑ тӑрӑх, кӑмӑла каякан ӳкерчӗк ӑна хӑйӗн патне магнит евӗр туртать. Ҫавна май чӑтаймастӑп - туянатӑп, тет вӑл. Ҫакӑ коллекцине пуянлатас тӗллевпе мар, чун ыйтнипе пулса пырать. Ҫапла вӑл 45 ҫул пултарулӑх ӗҫпе аппаланать. Курава ҫемьепе килекен те сахал мар. Светлана Михайлова, сӑмахран, мӑнукне мӗн пӗчӗкрен илемлӗхе курма хӑнӑхтарать. Курав "Радуга" центрта ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшччен ӗҫлет.

 


Оксана Верликова, Наталия Егорова, Святослав Петров