Кунта 510 пуҫ выльӑх валли ҫӗнӗ вите хута ячӗҫ. Ӑна тума 80 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Ферма ҫуртне хальхи технологисене тӗпе хурса ҫӗкленӗ. Пӑрусене апатлантарма, витене тасатма "ӑслӑ" машинсем пулӑшаҫҫӗ. Хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗх комплексне пысӑклатас тӗллевлӗ. Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн 2 пин те 400 пуҫ валли ферма тума палӑртнӑ. Ҫуртӑн пӗрремӗш корпусне ҫӗклеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Патшалӑх енчен пулӑшу витӗмлӗ. Пӗлтӗр пӗрлешӳ 47 миллион тенкӗ субсиди илнӗ, кӑҫал - 32. Хуҫалӑхра тыр-пул лаптӑкӗсене те ӳстерсе пыраҫҫӗ. Кӗрхи тулла кӑна 4 пин тонна ытла пуҫтарса кӗртнӗ. Тухӑҫлӑхӗ пысӑк - гектартан 65 центнер илнӗ. Ку вӑл республикипе чи лайӑх кӑтарту. Олег Николаев агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсемпе те тӗл пулчӗ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗн иртнӗ 5 ҫулти аталанӑвне пысӑк хак пачӗҫ.
Алиса Александрова, Павел Иритков