Шупашкар тӑрӑхӗнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн спорт залӗ уҫӑлчӗ

Яла хӑтлӑх кӳме халӑх пуҫарӑвӗн программи пулӑшать. Унпа усӑ курса Шупашкар округӗнчи чӑрӑшкассисем спорт залне тӗпрен юсанӑ. Ӑна уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ уява пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитсе курчӗ.

Чӑрӑшкассинчи пултарулӑх ҫуртӗнче вырнаҫнӑ спорт залне пахалама ял ҫыннисем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Ӑна шӑпах вӗсем ҫине тӑнипе, патшалӑх пулӑшнипе ҫӗнетме пултарнӑ.

Спорта кӑмӑллакансем валли кунта халӗ аталанма пӗтӗм май пур. Ҫак ятпа ялта пурӑнакансене Сергей Артамонов министр саламларӗ. Ыттисен те чӑрӑшкассисенчен тӗслӗх илмелле, - терӗ. Спортзалне вӗсем халӑх пуҫарӑвӗн программине усӑ курса юсанӑ. Республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли 3 миллион та 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тепӗр икӗ миллион ытларах муниципалитет хушнӑ. Ял ҫыннисем 300 пин тенкӗ пуҫтарнӑ.

Кикбоксинг секцине ҫӳрекен Чӑрӑшкасси ачисем Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Ишлейрен ҫитнӗ спортсменсемпе пӗрле  пухӑннисене хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Артур Шишокин тренер аталанма пулӑшать вӗсене. Ҫавӑн пекех кунта футболла, волейболла, баскетболла выляма юратакансене кӗтеҫҫӗ. Спорт залне ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.

 

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин