Паян хула ҫыннисемпе хӑнисем "Чемпионсен Кубокне" ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Вӑл малтан палӑртнӑ пек Хӗрлӗ Тӳремре мар, Валерьян Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче иртӗ. Турнир 17 сехетре пуҫланать. Ринга бокс, кикбоксинг, самбо, панкратион, каратэ киокушин енӗпе ӑсталӑхне туптакансем тухӗҫ.
Шӑматкун та чылай ӗҫ-пуҫ пулать. 12 сехетре Анне монуменчӗ патӗнче модӑпа илем фестивалӗ пуҫланать. Унта дизайнерсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарӗҫ. 17 сехетре Хӗрлӗ Тӳремри тӗп сцена ҫине хулари предприятисенче ӗҫлекенсем тухӗҫ. Кунта "Шупашкар-ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули" фестиваль пулать.
Вырсарни кунхи уяв программи йӑлана кӗнӗ ирхи зарядкӑран пуҫланать. 11 сехетре пурне те тӗрлӗ хускану туса шӑм-шака ҫемҫетме, кӑмӑла ҫӗклеме Хӗрлӗ Тӳреме йыхравлаҫҫӗ. Зарядкӑна ирттерекен ҫӑлтӑр - тӗнчипе паллӑ спортсмен Джефф Монсон.
12 сехетре "Стрижи" ушкӑн авиашоу кӑтартӗ. Тӳпене МиГ-29 истребительсем ҫӗкленӗҫ. Вӗсем ушкӑнпа вӗҫсе Нестеров ҫаврӑнӑмӗ, пичке, тюльпан тата ытти хӑнӑхтару тӑвӗҫ.
Хула ҫыннисен юратнӑ ӗҫ-пуҫӗсенчен пӗри - "Пултарулӑх бульварӗ" арт-проект. Кӑҫал вӑл Ленин проспектӗнчи 3 ҫухрӑм ытла лаптӑка йышӑнӗ. Унта 80 ытла тӗрлӗ компани, предприяти хутшӑнать. Вӗсем мастер-классем, сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех "Чапай зовет на чай" проект, ӳнер ӗҫӗсен куравӗ, спорт лаптӑкӗсем - пурте куракансене кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Республика Тӳремӗнче муниципаллӑ округсен аллеи вырнаҫӗ. Пултарулӑх бульварӗ 15 сехетре уҫӑлать. 21 сехетре вара Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн Шаман юрӑҫӑн концерчӗ пуҫланать. Уяв салючӗ пулмасть. Ун вырӑнне тавралӑха ҫутӑпа илемлетӗҫ. Ҫак йышӑнӑва Курск тӑрӑхӗнчи йывӑр лару-тӑрӑва шута илсе тунӑ. Хула кунӗ обществӑлла транспорт ӗҫне тӑсма йышӑннӑ.
Надежда Александрова