Шухӑшсем ырӑ чух ӗҫсем те ӑнса пыраҫҫӗ

Тутарстанри мухтавлӑ ентешсемпе палӑрнӑ Сиктӗрме ялӗнче 2-мӗш хут православи юррисен фестивалӗ иртрӗ.

Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Николай атте ҫветтуя халалласа Сиктӗрме халӑхӗ ир-ирех ялти чиркӗве Престол уявне пухӑнчӗ. Сыввисемшӗн молебен туса литурги ирттернӗ хыҫҫӑн православи халӑхӗ чиркӳ тавра, унтан ял тӑрӑх хӗрессемпе турӑшсем йӑтса утрӗ.

Мӑнкун уйӑхне лекекен ҫуллахи Микулана кунта мӗн ӗлӗкрен пысӑк йышпа уявланӑ. Хальхинче те хӑнасем тӗрлӗ тӑрӑхран пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗрле ял ҫумӗнче часовньӑллӑ ҫӑлкуҫ таран утса унти шыва сӑвапларӗҫ.

Кӗлӗ хыҫҫӑн хӑнасем кунта ҫӗкленекен "Ҫӗнӗ сувар" комплекспа паллашса концерт лапамне куҫрӗҫ. Сцена ҫинче малтанах ял ҫитӗнӗвӗсем пирки хӗпӗртесе калаҫрӗҫ. Кунта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков тӑрӑшнипех 90-мӗш ҫулсенче пӗтме пуҫланӑ Сиктӗрме ҫӗнӗрен вӑй илсе тӗслӗхлӗ ял пулса тӑнӑ. 30 ҫул каялла кунта 150 ҫын ҫеҫ пулнӑ пулсан паян Сиктӗрмере 460 ҫын пурӑнать. Ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ача ҫуралать. Аякран килнӗ хӑнасем курни-илтни пирки хӑпартланса калаҫрӗҫ.

Уявра ялти пултаруллӑ ҫынсемпе ҫамрӑк ҫемьесене чысларӗҫ. Ҫар операцине пулӑшакансемпе салтаксен тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗсене, нумай ача ҫуратса ӳстернӗ сумлӑ ватӑсене хисеп турӗҫ. Фестивальте вара регионти тӗрлӗ районтан ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарчӗҫ.

Чистай хулинчен ҫитнӗ крешенсен ушкӑнӗ те, ҫавӑн пекех Пӑлхарти Казаксен хорӗ, ялти ача-пӑча ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансем халӑха пысӑк концерт парнелерӗҫ. Микулара ялти тухтӑр амбулаторине уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине те паллӑ турӗҫ. Сиктӗрмесене Тутарстанри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ саламларӗ. Сиплев ӗҫӗн ветеранӗсемпе паянхи тухтӑр-медиксем тав тата хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ.
Ҫитес уйӑхра сиктӗрмесем ҫак лапамрах Акатуй паллӑ тӑвӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вара, Питрав умӗн кунта мӗнпур ентеше пӗрлештерекен 4-мӗш пысӑк "Уяв" иртмелле. Хӑнасем ытти ҫӗршывран та пулӗҫ.

 

Алексей Енейкин