Шкул автобусӗ пӗлӳ учрежденийӗсемшӗн чӑн-чӑн ҫӑмӑллӑх. Тӗрлӗ ял ачисене вӗренме турттармалла-и, спорт ӑмӑртӑвӗсене илсе ҫӳремелле-и, е пӗр-пӗр хулана экскурсие тухмалла - шанчӑклӑ машин пурри аван. Ачасене илсе ҫӳренӗ чух хӑрушсӑрлӑх - чи пӗлтерӗшли. Ҫавна май тимӗр урхамахсене кашни 10 ҫулта улӑштараҫҫӗ. Кӑҫал шӑпах 2015-мӗш ҫулта туса кӑларнӑ ПАЗсемпе Газельсен ӗҫре усӑ курмалли вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Пирвайхи 12 автобуса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне округӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене тата Шупашкарти ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ центра панӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхаль шкулӗнче 160 яхӑн ача вӗренет, сатике 30 арҫын ачапа хӗрача ҫӳрет. Вӗсем те малашне ҫӗнӗ транспорта ҫула тухӗҫ. Шупашкар округӗнчи чурачӑксем те пысӑкрах автобусшӑн савӑннӑ.
Кӑҫал республикӑри шкулсене тепӗр 15 ҫӗнӗ шкул автобусӗ ҫитмелле. Халӗ 2025-2026-мӗш ҫул валли документсем хатӗрлеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов