71 ҫулти Леонид Белов тахҫантанпах пархатарлӑ та ырӑ ӗмӗтпе пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче паттӑрлӑхпа палӑрнӑ тыл ӗҫченӗсене асӑнса Сӑр шывӗ хӗрринче палӑк лартасшӑн вӑл. Кунтах, Пӗрремӗш Выҫҫӑлккӑ ялӗнче пӗртӑван Таланцевсене халалласа историпе культура центрӗ тунӑ май ҫыран хӗрринчи ҫӗнӗ палӑк та вырӑнлӑ пулмаллине калать. Иртнӗ хӗлле вӗсем хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен инҫех мар - Сӑр шывӗ хӗрринче пулемётран пемелли ҫӗр пӳртӗн бетон калпакне тупнӑ. Ҫӗр ӑшне лакса ларнӑскере Михаил ывӑлӗпе пӗрле чавса кӑларса ырӑ ҫынсем пулӑшнипе кунта килсе хунӑ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри икӗ заводра ҫакӑн евӗр 672 кӑшӑл хатӗрленӗ. Вӗсене Сӑр хӗрринчи хӳтлӗх чикки тӑршшӗпех тӗрлӗ регион тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртнӗ май танксене чарма пултаракан варсем пур ҫӗрте те упранса юлман. Ҫавах та, Етӗрне тӑрӑхӗнчи окоп йӗрӗсем тӗл-тӗл аванах курӑнаҫҫӗ. Сӑр шывӗ вӗсене ытла тӗкӗнмен темелле. Бетон калпаксене вара хӳтӗлев чиккинчен кӑштах ҫӳлерех вырнаҫтарнӑ. Ҫавна май ку тӑрӑхра халӗ хӑш-пӗр ДЗОТ вырӑнӗсене палӑртма пултарнӑ. Историшӗн ку пулӑм та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансанах ку тӑрӑхра ватти-вӗтти мӗнлерех нуша курнине чылай ҫынран илтнӗскерсем хӑйсен умне чӑнласах та пысӑк тӗллев лартнӑ. Тӑрӑллӑ бетон кӑшӑлне ҫыран хӗрринче кирлӗ пек вырнаҫтарса чӑн-чӑн ДЗОТ тӑвасшӑн Беловсем. Ҫак тӗллевпех халӗ кунта пура хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫак сӑрт ҫинчи лапамрах Леонид Николаевич астӑвӑм стенине тӑвас тӗллевлӗ. Ун ҫине вара хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ ҫынсен ячӗсене ҫырасшӑн. Вӗсен списокне вӑл архиври документсенче тупнӑ. Асӑну вырӑнне Беловсем кӑҫалах, Сӑр чиккине тума пуҫланӑ кун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫасшӑн. Паттӑрлӑхпа мухтав комплексне пуянлатас ӗҫре кӑштах та пулин патшалӑх пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова