Пухӑннисене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, ытти сумлӑ хӑнасем аслӑ уявпа саламларӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем, моряксем, сывлӑш десант ҫарӗн салтакӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи историллӗ ҫи-пуҫпа килнисем. Кашни ушкӑн хӑйнеевӗрлӗ, тумӗсем расна. Ҫавӑн пекех парада шкулсенчи шырав отрячӗсем, кадет класӗнче вӗренекенсем, Раҫҫейри ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн хастарӗсем хутшӑнчӗҫ.
Иртенпех пӗрӗхекен ҫумӑр та уяв кӑмӑлне пӑсаймарӗ. Кашниех ҫакӑн пек сумлӑ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма май килнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Хулари тӗп лапам тӑрӑх утса тухма пурте чылай хушӑ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Малтан хӑйсен вӗренӳ учрежденийӗсенче, унтан Хӗрлӗ тӳремри пӗрлехи репетицисенче. Чӑн салтакӑн, ҫӗршыв хӳтӗлевҫин хӑйне мӗнле тыткаламаллине пӗчеккисем аслисемпе пӗрле тепӗр хут аса илнӗ. Акцие хутшӑнакансем чӑннипех пултаруллӑ, тум-тирӗ яка та типтерлӗ, утти ҫирӗп, тыткаларӑшӗ мӑнаҫлӑ. Ҫар ҫыннин ыттисемшӗн пур енчен те тӗслӗх пулмалла. Тантӑшӗсем тӗлӗнччӗр, тӑванӗсем мӑнаҫланччӑр, аслӑ юлташӗсем тивӗҫлӗ ӑру ҫитӗннине курса савӑнччӑр. Парад курма килнӗ ашшӗ-амӑшӗ те ывӑл-хӗрӗпе савӑннине палӑртрӗ.
Кӑҫал уява йӗркелекенсем "Ҫӗнтерӳ -80" акци пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн 300 ытла педагогпа студент 80 хисеп евӗрлӗ тӑрса вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑван ҫӗре хӳтӗленӗ паттӑрсене хисепленине, асра тытнине палӑртрӗҫ. Ӗҫ-пуҫ пурте пӗрле "День Победы" юрӑ шӑрантарнипе вӗҫленчӗ.
Алиса Александрова, Вероника Павлова, Виктор Степанов