Республикӑри онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗ ҫӗнӗ медицина хатӗрӗсемпе пуянланнӑ

Пӗлтӗр республикӑри онкологи диспансерне "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хальхи йышши 60 ытла ҫӗнӗ хатӗр кӳрсе килнӗ. Ҫав шутра медицина реабилитацийӗн уйрӑмӗ валли те.

Ҫулсерен реабилитаци уйрӑмӗнче шыҫӑ чирӗпе аптӑракан 5 пине яхӑн пациент сипленет. Ҫӗнӗ хатӗрсем хими, пайӑрка терапийӗсем тата операци хыҫҫӑн ура ҫине хӑвӑртрах тӑма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене массаж, сиплев физкультури, физиотерапи тумалли, психологи пулӑшӑвӗ илмелли тата релаксаци пӳлӗмӗсене вырнаҫтарнӑ. Хальхи йышши медицина аппарачӗсене пациентсем пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.
Онкологи чирӗсемпе аптӑракансене реабилитаципе тивӗҫтересси - "Вӑрӑм та хастар" пурнӑҫ наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Ҫавна май кунта сипленекенсене пур енлӗн пулӑшас тесе тимлеҫҫӗ специалистсем.

Ҫӗнӗ хатӗрсем пулӑшнипе ҫан-ҫурӑм ыратнине ирттерме, тӗрлӗ амаксем аталанасран сыхланма пулать. 
Ираида Майорова реабилитаци уйрӑмне нумай пулмасть ҫӳреме пуҫланӑ пулин те, уссине туйса илме ӗлкӗрнӗ. Кунта процедурӑсем тунипе пӗрлех психологпа социаллӑ ӗҫченрен сӗнӳ-канаш илни те чире парӑнтарма самай пулӑшнине палӑртрӗ вӑл.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров