Вулакансене Елена Германова библиотекарь кӗтсе илет. Кунта вӑл 2008-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Чи кӑсӑкли, Елена Леонидовна чылай вӑхӑт инженер-строительте тӑрӑшнӑ. Район центрне кашни кун ҫӳреме кансӗр пулнипе вырӑнти вулавӑша ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫак тивӗҫе вӑл хаваспах пурнӑҫлать. Мӗн пӗчӗкренпех кӗнекепе туслӑ пулни те витӗм кӳнӗ. Чӑн та, халӗ вулама вӑхӑт тупма кансӗртерех, тет.
Хастар библиотекарь хӑйӗн пӗлӗвне Шупашкарти культура институтӗнче тарӑнлатма та ӗлкӗрнӗ. Ӗҫре кӑткӑс самант чылай. Вулакансене кӗнеке панисӗр пуҫне, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ та ирттермелле. Пӗр-пӗр ҫыравҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тумалла е кайӑк-кӗшӗкпе чӗрчунсене хӗллехи шартлама сивӗсенче пулӑшмалла - Елена Леонидовнан халӑхпа тӗл пулмалли сӑлтавӗ тупӑнсах тӑрать. Тунсӑхласа лариччен ҫынсемпе пӗрле пулни лайӑхрах, тет вӑл.
Вырӑнти вулавӑша виҫӗ ялтан ҫӳреҫҫӗ - Малтикас Ялтӑрасӑр пуҫне, Уйкас Ялтӑрапа Кӑмпалтан. Пурӗ 400 ытла вулакан. Вӗсемпе Елена Леонидовна яланах тачӑ ҫыхӑнура. Тӗл пулусене хутшӑнма интернет урлӑ та хавхалантарса тӑрать. "ВКонтакте" социаллӑ тытӑмри ушкӑнри хыпарсене ку тӑрӑхра пурӑнакансем юратсах вулаҫҫӗ.
Кӗҫӗннисене ҫеҫ мар, аслисене те усӑллӑ ӗҫе явӑҫтарать Елена Германова. Ал ӗҫ кружокӗнче кам тӗрӗ тӗрлет, кам ҫыхать, теприсем хальхи йышши мозаикӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ - хастарсем эрнере пӗр хут пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫулҫӳревсене тухкалаҫҫӗ. Мари Республикин тӗп хулине те ҫитсе килнӗ.
Пысӑках мар пӳлӗмре музей валли те вырӑн тупнӑ. Елӗкхи япаласене Елена Германова нумай ҫул ӗнтӗ пухать. Писмен, пир тӗртмелли станок пайӗсем тата ытти те пур кунта. Ҫак кӗтес уйрӑмах ачасене кӑсӑклантарать. Кашни килмессерен хӑйсем валли мӗн те пулин ҫӗнни уҫаҫҫӗ.
Библиотекӑра хӳтӗлев каррисем ҫыхассине те йӗркеленӗ. Паянхи куна 50 ытла хатӗр ӑсталанӑ. Ҫапла майпа ялти вулавӑш халӑха пӗрлештерекен вырӑн пулса тунӑ. Хастарлӑхне кура ӗнтӗ республика шайӗнчи конкурсра та паларнӑ - ялти чи лайӑх ҫичӗ вулавӑш йышне кӗнӗ. Ҫӗнсе илнӗ укҫана - ҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин тенке кӗнеке ҫӳлӗкӗсене ҫӗнетме ярӗҫ.
Урайпа стенисене, электричество тытӑмне те ҫӗнетесшӗн. Ку ӗҫсем валли вара муниципалитет хыснинче укҫа-тенкӗ пӑхса хума палӑртнӑ. Сӑмах май, библиотека культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ытларах пайне хӑй вӑхӑтӗнче вут-ҫулӑм тӗп тунӑ. Клуба та тимлӗх уйӑрсан тем пек аван пулӗччӗ, теҫҫӗ малтикасялтӑрасем.
Вероника Павлова, Святослав Петров