Республикӑри ҫӑлавҫӑсен служби ҫӗнӗ техникӑпа пуянланчӗ

Машинсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  ҫӗршыври чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чулхула облаҫӗн Тӗп Управленийӗн ертӳҫи Валерий Синьков тата Чӑваш Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пачӗҫ.

Пушар хуралӗн паркӗ ҫӗнӗ техникӑпа пуянланни "хӗрлӗ автана" хирӗҫ тата лайӑхрах кӗрешме пулӑшӗ. Хальхинче Чӑваш Ене 4 "Лада Нива", пӗрер "Собольпе" пушар машини илсе килнӗ. Ҫавна май Муркаш тӑрӑхӗ хушма техникӑллӑ пулчӗ. Унта хальччен вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешмелли 12 машин пулнӑ. Ҫӗнни Отарккӑ ялӗнчи постра ӗҫлӗ. Вӑл пӗр вӑхӑтра 6 тонна шыв тата 480 литр кӑпӑк турттарма пултарать.

Тӗл пулура ҫавӑн пекех пушар хуралӗнче нумай ҫул тӑрӑшакансене тата пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешмелли техникӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Ҫӗнӗ "Собольпе", сӑмахран, пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене турттарма усӑ курӗҫ.

Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 5 ҫулта пушар техникипе усӑ курасси вӑтамран 10 ҫулпа танлашнӑ. Малтан вӑл 14 ҫул пулнӑ. Ҫакӑ ҫӑлавҫӑсен ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ.  

Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чулхула облаҫӗнчи Управленин ертӳҫи Валерий Синьков палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи йышши техника ҫӑлавҫӑсен ӗҫ пахалӑхне тата ырӑ витӗм кӳрӗ. Унӑн сӑмахӗпе, ҫулталӑк вӗҫлениччен региона хушма ҫӗнӗ техника татах килмелле.

 

Оксана Верликова, Святослав Петров