Пулас хӑмла пахчисене палӑртас тӗлӗшпе ӗҫ ушкӑнӗ Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Кунти ял хуҫалӑх техникумӗсене симӗс ылтӑн ҫитӗнтерме ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Чӗр тавара вырӑнтах тирпейлеме май пултӑр тесен ун ҫывӑхӗнче инженери инфратытӑмӗ пурри пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех тӑпра пахалӑхне те тӗрӗслӗҫ. Тӗрлӗ ведомство специалисчӗсенчен тӑракан ушкӑн Етӗрнепе Патӑрьел округӗсенче те пулӗ. Ҫак проекта унти ял хуҫалӑх техникумӗсене те явӑҫтараҫҫӗ. Реорганизаци тухнӑ хыҫҫӑн Вӑрнарти те хӑмла ӗҫне кӳлӗнӗ. Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, 2030-мӗш ҫул тӗлне республикӑра симӗс ылтӑн лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерме тӗллев лартнӑ. Ку пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫавна май кашни ял хуҫалӑх техникумӗ ҫумне 100-шер гектар ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Кӑҫал 4 округра 10 пин сотӑй ҫинче хӑмла шпалерӗсене тумалла. Ҫакна валли пӗлӳ учрежденийӗсене грант параҫҫӗ, бюджетра укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Студентсене хӑмла ӗҫне вӗрентекен специалистсене те хатӗрлемелле пулӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи Компетенци центрӗ ҫакна хӑй ҫине илет. Унта пӗлӳ памалли майсем те, тӗпчев ирттермеллисем те анлӑ.
Аслӑ шкулӑн хӑмла пахчи те пур. Ҫавна май техникумсен вӗрентекенӗсем кунта теори ыйтӑвӗсене тишкерме те, хирте практика тухма та пултарӗҫ. Хӑмлаҫӑсене аталанма пулӑшас тӗллевпе республикӑра "Чӑваш хӑмли" грант ҫирӗплетнӗ. Ӑна валли бюджетра 191 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫана ятарлӑ техника, хӑмла хунавӗ тата ӗҫре кирлӗ ытти хатӗрсене туянма параҫҫӗ.
Екатерина Фомина