Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Чурачикское" хуҫалӑхӑн пӗтӗмӗшле 3 пин гектара яхӑн ҫӗр. Кунта тӗш-тырӑ туса илеҫҫӗ тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫитӗнтереҫҫӗ. Хуҫалӑхра темиҫе ҫул ӗнтӗ элита вӑрлӑхпа ӗҫлеҫҫӗ.
Пулас тухӑҫ, паллах, мӗн акнинчен те нумай килет. Вӑрлӑх пахалӑхне Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн валли управӑшри тырра ятарлӑ хатӗрпе 5 вырӑнтан, тӗрлӗ тарӑнӑшӗнчен илеҫҫӗ. Ӑна пӗчӗк михӗсене тултарса лабораторине тӗпчеме яраҫҫӗ.
Вӑрлӑх пахалӑхӗ тивӗҫтерсен хуҫалӑха сертификат параҫҫӗ. "Чурачикское" предприятире ку ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кунта ӗҫре хальхи йышши хатӗрпе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл республикӑри 3-4 хуҫалӑхра кӑна пур. Машин таса вӑрлӑха тасамарринчен уйӑрма пулӑшать.
Республикӑра пурӗ 48 пин ҫурӑ тонна вӑрлӑх кирлӗ. Паянхи куна акмалли материалӑн 89 процентне тӗрӗсленӗ. Вӑл шутран 75 проценчӗ мӗн ыйтнине туллин тивӗҫтерни палӑрнӑ.
Кондицие ларман вӑрлӑха акма юрамасть. Ҫавӑнпа Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ ку енӗпе тимлесех тӑрать. Ҫур акине вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттерес тесен тӑрӑшарах ӗҫлемелле теҫҫӗ ведомствӑра.
Диана Иванова, Виктор Степанов