Республикӑра "Салтаксем валли Мӑнкун открытки" патриотла акцине пӗтӗмлетрӗҫ

Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Ӳкерчӗклӗ ҫырусене ҫак кунсенче фронтри ентешсем патне ӑсатӗҫ. Акцине хутшӑннӑ ачасемпе Пукравпа Татиана соборӗнче Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулчӗ.

Сатик тата шкул ачисем, студентсемпе вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ икӗ уйӑх салтаксем валли открыткӑсем ӑсталанӑ. Кашниех ҫак ӗҫе чунне парса тунӑ, ҫутӑ та илемлӗ ӳкерчӗксем пулса тухнӑ. Вӗсенче тӗп вырӑнта - Мӑнкун паллисем. Ҫавӑн пекех салтаксене ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, килӗсене чӗрӗ-сывӑ таврӑнма суннисем. Ҫакӑ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хавхалантарасса шанаҫҫӗ акцие йӗркелекенсем. Проекта Вӗренӳ министерстви тата Чӑваш митрополийӗ пуҫарнӑ.

7 пин ҫурӑ открыткӑпа пӗрле фронтри ентешсем патне кӑкӑр ҫине ҫакмалли 100 ытла хӗрес ярӗҫ. Вӗсене Димитрий Нестеренко  кӗлӗ вуласа сӑваплатрӗ.

Акцие сӗтел тавра пуҫтарӑнса пӗтӗмлетрӗҫ. Дмитрий Захаров палӑртнӑ тӑрӑх, ку ырӑ пуҫару салтаксене тав тума май парать. Вӗренекенсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерчӗҫ, Дмитрий Нестеренко протоиерей вара Мӑнкун историйӗн кӑсӑклӑ саманчӗсем пирки каласа кӑтартрӗ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров