Республикӑра пӗтӗм ҫӗршыври библиотека кунне паллӑ турӗҫ

Ҫавна май вулавӑшсенче ӗҫлекенсем Шупашкарти Леонид Агаков ячӗллӗ библиотекӑна пухӑнчӗҫ. Кӗнеке тӗнчипе туслаштаракансене саламлама регион ертӳҫи Олег Николаев килсе ҫитрӗ.

Библиотека кунне 1995-мӗш ҫултан пуҫласа ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уявлаҫҫӗ. Ҫапла, кӑҫал ӑна паллӑ тума пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ. Леонид Агаков ячӗллӗ вулавӑша икӗ ҫул каялла юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ вӑл - паянхи пурнӑҫ ыйтнине туллин тивӗҫтерекен культура лаптӑкӗ. Ҫӗнелсе капӑрланнӑ учрежденипе уява килнӗ хӑнасем паллашрӗҫ. Республикӑри кашни вулавӑшӑн - хӑйӗн уйрӑмлӑхӗ. Вӗсем вулакансене илӗртме пулӑшаҫҫӗ.

Иртнӗ пилӗк ҫулта республикӑра 28 моделлӗ библиотека хута янӑ. Кӑҫал тепӗр 12 вулавӑша юсаса ҫӗнетмелле. Вӗсенчен 4-шне "Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн федераци укҫи-тенкипе, 8-шне - республика хыснинчи укҫапа. Пурӗ вара 2030-мӗш ҫул тӗлне республикӑра хальхи йышши 80 библиотека пулмалла.

Библиотекӑсене юсас, ҫӗннисене хута ярас ӗҫ регионта, чӑнах та, пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн те, аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн те аталанмалли, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ӗҫре палӑрнисене Республика Пуҫлӑхӗ Тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Ҫавӑн пекех тӗл пулура чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалласа нумай пулмасть кун ҫути курнӑ "Нарспи" поэмӑн кӗнекине пахаларӗҫ. Ӑна кӑҫал юсаса ҫӗнетекен библиотекӑсене валеҫӗҫ.

 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов