Ҫӗнӗ 3 шкула пӗлӳ кунӗ 3 пин ытла ача килнӗ. "Хӗвеллӗ" микрорайонта 44-мӗш лицейӑн 2-мӗш корпусӗ уҫӑлчӗ. Вӑл пин те 400 вӗренекен вырнаҫмалӑх. Пӗрремӗшсем кӑна - 13 класс. "Лицей Раҫҫейри чи лайӑх 300 шкул йышӗнче. Унӑн ят-сумне ку корпусра вӗренекенсем те тивӗҫлӗ шайра тытса пырасса шанатӑп", - палӑртрӗ Олег Николаев.
Лицейра ачасене тӗрлӗ енлӗ аталантармалли майсем ҫителӗклӗ. Столяр мастерскойӗ те, ҫӗвӗ цехӗ те, робототехника кружокӗ те пур. Медиастуди валли кирлӗ хатӗр туянма Республика Пуҫлӑхӗ 3 миллион тенкӗпе танлашакан сертфикат парнелерӗ. Спортсменсем пирки те манман. Шкул ҫумӗнче футбол уйӗ, баскетболла, волейболла вылямалли лапамсем тунӑ. Шалта вара хальхи йышши спорт залӗсӗр пуҫне бассейн пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ шкул уҫӑлнипе ҫыхӑннӑ уяв юлашкинчен 1997-мӗш ҫулта пулнӑ. 9-мӗш номерлӗ пӗлӳ ҫурчӗн филиалне хута ярсан хулара 2-мӗш смена ыйтӑвӗ тӗпрен татӑлнӑ. 1100 ача йышӑнма пултараканскер уяв кунӗ уҫӑлнисенчен чи пысӑкки, 27 пин тваткал метр йышӑнать. Ҫитӗнекен ӑрӑва ытларах хими енӗпе аталантарма палӑртнӑ шкулта ытти хушма пӳлӗмсӗр пуҫне медицина класӗ те уҫӑлмалла.
Кӳкеҫри ҫӗнӗ шкул 825 ачана йышӑннӑ. Кунта та хими, физика, биологи лаборатирийӗсем уҫӑлнӑ. Чӑваш Енри 3 вӗренӳ учрежденине концесси майӗпе тума май килнӗ. Ҫӗнӗ объектсене грантсем тата кредиторсен шучӗпе тӑваҫҫӗ, укҫине вырӑнти влаҫ тытӑмӗ кӗске хушӑра тӳлесе татать. Ҫак меслет регион хыснине йывӑрлӑх кӳмесӗр харӑсах темиҫе шкул ҫӗклеме май парать.
Алиса Александрова, Елена Буинцева, Игорь Ульянов