Республикӑра ҫӗр улми туса илекенсене аталанма майсем тата ытларах пулӗҫ

Кун пирки Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов "иккӗмӗш ҫӑкӑра" халалланӑ форумра пӗлтерчӗ. Аса илтеретӗп, ҫӗрулми куравӗ Шупашкарта икӗ кун ӗҫлерӗ.

Ҫӗр улми ҫитӗнтерекен хуҫалӑхсене  республикӑра 15 енӗпе тӗрев параҫҫӗ. Ҫав шутра - ҫӗнӗ йышши икӗ субсиди. Кӑҫалтан минераллӑ удобрени туянсан тата ҫӗре биологизаци мелӗпе пулӑхлатсан тӑкаксене саплаштарӗҫ. Пулӑшу майӗсене анлӑлатас шухӑша Республика Пуҫлӑхӗ ырланӑ. Республика бюджетӗнче ҫак тӗллевпе кӑҫалхи ҫула 128 миллион тенкӗ пӑхса хунине пӗлтернӗ Олег Николаев. 2025-мӗш ҫулччен удобрени туяннӑ тӑкаксене тӗш тырӑ тата сахӑр кӑшманӗ ҫитӗнтерекен хуҫалӑхсене кӑна саплаштарнӑ. Халӗ вара пулӑшӑва ҫӗр улми тата пахча-ҫимӗҫ туса илекенсене те парӗҫ. Ҫӗре биологизаци тунӑ ӗҫре вара тӑкаксен 80 процентне саплаштарӗҫ. Республикӑра ял хуҫалӑхне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла ҫӗр ӗҫченӗсене 80 енӗпе тӗрев панӑ пулсан, паянхи кун пулӑшу майӗсен шучӗ 100 ытла.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров