Ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси, ветерансене тата хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑнакансене пулӑшасси, истори палӑкӗсемпе астӑвӑм вырӑнӗсене сыхласси. "Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӳ патне" юхӑмӑн тӗллевӗсем ҫавӑн пек. Обществӑлла палатӑн черетлӗ ларӑвӗнче вӑл республикӑри коммерциллӗ мар организацисемпе хутшӑнса ӗҫлеме килӗшӳ турӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен фончӗ пархатарлӑ пуҫаруран айккинче юлмарӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе 2023-мӗш ҫулта туса хунӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсене, вӗсен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ унта. Ҫамрӑксенче патриотизм туйӑмне вӑйлатас тӗлӗшпе те тӑрӑшаҫҫӗ. "Ҫӗнтерӳрен ҫӗнтерӳ патне" юхӑм ҫак ӗҫе тата тухӑҫлӑрах йӗркелеме май парӗ. Ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар тата йӗрке хуралӗн ветеранӗсен канашӗ, Афганистан вӑрҫин инваличӗсен пӗрлешӗвӗ те ун аталанӑвне хӑй тӳпине хывма хатӗр.
Патриотла юхӑма хутшӑнас пирки ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен ассоциацийӗ, салтак ҫемйисен комитечӗ те килӗшӳ турӗҫ. Обществӑлла палатӑн ертӳҫи Ванифатий Шайкин ҫак ӗҫ пулас ӑрусем валли истори чӑнлӑхне упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ проектсене пӗрле пурнӑҫа кӗртме калаҫса татӑлчӗҫ хастарсем.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов