Республикӑра  "Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" ҫырма хатӗрленеҫҫӗ

Кӑҫал халӑхсем хушшинчи "Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" акци ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Ку пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче фотокурав уҫӑлчӗ. 

"Ҫӗнтерӳ диктанчӗ" акцие Раҫҫейри пур регионпа пӗрлех ытти ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗш хут ӑна 2019-мӗш ҫулта "Единая Россия" парти пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Унтанпа кашни ҫул диктант ҫырас текенсен шучӗ ӳссех пырать. Пӗлтӗр акцие пурӗ 28 пин лаптӑкра 2 миллиона яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Уйрӑмах ку енӗпе вӑтам тата аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисем хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Диктант ҫырмалли 4 лаптӑк, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулӗ. Пӗлтӗр ку аслӑ шкулта акцие 600 ытла ҫын хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал вӗсен шучӗ пине ҫитессе шанаҫҫӗ. "Ҫӗнтерӳ диктанчӗн" условийӗсем малтанхи пекех: 45 минутра 25 ыйтӑва хуравламалла. Йӗркелӳҫӗсем пур кӑмӑл тӑвакана та пӗлӗвне тӗрӗслеме йыхравлаҫҫӗ.

 

Оксана Верликова, Елена Буинцева, Виктор Степанов