Республикӑра 21-мӗш хут Апаш вулавӗ иртрӗ

Кӑҫалхи конференцие асӑннӑ археологи культурине уҫнӑранпа 100 ҫул тата ку тӑрӑхри улӑп тӑприсене чи малтан тӗпченӗ Виктор Смолин археолог ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Вулав Чӑваш наци музейӗнче уҫӑлчӗ. Пухӑннисем Апаш культурипе ҫыхӑннӑ наука конференцине хутшӑнчӗҫ. Ҫӗршыври тӗрлӗ регионпа хуларан килсе ҫитнӗ ӑсчахсем Апаш культурин пуянлӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне сӳтсе яврӗҫ, тӗпчев ӗҫӗсемпе докладсем турӗҫ. Ҫак тапхӑрӑн пӗлтерӗшне уҫса пачӗҫ.

Конференци хыҫҫӑн уяв Апаш ҫӗрӗ ҫинче тӑсӑлчӗ. Хӑнасем Мускав-Хусан аслӑ ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ "Апаш" скульптурӑпа паллашрӗҫ. Ӳнерпе историне ҫыхӑнтаракан композицие Сандр Пикл ӳнерҫӗ хатӗрленӗ. Малалла хӑнасем пӗр ӗмӗр каялла Виктор Смолин археолог бронза тапхӑрӗнчи Апаш культурине тупса палӑртнине халалласа лартнӑ палӑк вырӑнне ҫул тытрӗҫ. Палӑк умӗнче чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса чӳк турӗҫ. Ҫавӑн пекех вут чӗртсе пурте пӗрле вӑйӑ картине тӑчӗҫ.

Апашри клуб-музейра вара ӑсталӑх урокӗсем иртрӗҫ. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа тыткӑнларӗ. "Апаш вулавӗсем" конференци хамӑр культурӑпа йӑла-йӗркене хисепленине кӑтартакан, вӗсене пулас ӑрусем валли упраса хӑварма пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

 

 

Оксана Верликова, Александр Семенов