Ҫӗнӗ Шупашкарти Семенов урамӗнчи 37-мӗш ҫурт ҫумӗнчи лаптӑк кунта пурӑнакансене ҫеҫ мар, иртен-ҫӳрене те илӗртет. Ҫӑвӗпе хула ҫыннисем сӑн ӳкерӗнме васкаҫҫӗ. Рудбекия, сальвия, роза - 60 ытла тӗрлӗ чечек. Ҫуркуннерен пуҫласа мӗн хӗл ларичченех вӗсем илемлӗхӗпе савӑнтараҫҫӗ. 769 тӑваткал метӑр лаптӑка кунта пурӑнакансем ушкӑнпа тирпейлеҫҫӗ. Ӗҫӗ чылай. Йӑрансене ҫум курӑкӗнчен тасатса тӑнисӗр пуҫне, апатлантармалла, им-ҫам сапмалла. Тӑкакӗ те ҫителӗклӗ. Кӑҫал хастарсем 40 пин тенкӗ пӗтернӗ. Пӗтӗмпех хӑйсен кӗсйинчен кӑлараҫҫӗ, пенси укҫине те шеллемеҫҫӗ. Ҫӗнӗшупашкарсен тӑрӑшулӑхне строительство министерствинче те палӑртнӑ. Ятарлӑ конкурсра нумай хваттерлӗ ҫуртсем хушшинче Семенов урамӗнчи 37-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑншӑн 40 пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Ӑна вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ - гортензисем туяннӑ.
Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинчи Долговсен сад-пахчи те иртен-ҫӳрене илӗртет. Чылай кӳлепене кил хуҫисем хӑйсемех ӑсталанӑ. Пурнӑҫ телейне тупас тесен, илемлӗ сад-пахча йӗркелемелле, тет Китай ҫыннисен сӑмахлӑхӗ. Ҫакна тӗпе хурса Долговсем ҫурт ҫумӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатаҫҫӗ те. Кил хуҫи стройка хыҫҫӑн юлнӑ ӑпӑр-тапӑр та иккӗмӗш пурнӑҫ парнелет, чечеклӗхсем ӑсталать. Унӑн сӑмахӗпе, хӑтлӑ сад-пахча йӗркелеме чылай укҫа кирлӗ мар - юрату кӑна пултӑр.
Профессипе Анатолий Долгов - зоотехник, мӑшӑрӗ Татьяна - тухтӑр. Чечек-курӑк пӑхассипе ятарласа хаҫат-журнал ҫырӑнса илеҫҫӗ. Ӑҫта та пулин кайсан та ытларах вырӑнти архитектурӑпа тата культурӑпа киленеҫҫӗ.
Долговсен сад-пахчипе тӳресем те тӗлӗннӗ. Уйрӑм хуҫалӑхсем хушшинче вӗсене никам та ҫитеймен. Ҫӗнсе илнӗ укҫана ҫӗнӗ кӳлепе ӑсталас ҫӗре яма шутланӑ. Унпа хӗлле ӗҫлӗҫ, ҫуркунне вара сада вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарти 174-мӗш аса сачӗ те таврана хӑтлӑлӑх кӳмелли конкурсра палӑрнӑ. Хурт-кӑпшанкӑ валли отель, шӑнкӑрч вӗлли евӗр ӑсталанӑ карта, хӑйнеевӗрлӗ каҫӑ. Асамлӑх тӗнчине лекнӗ тейӗн! Кану кӗтесне йӗркелеме пурне те явӑҫтараҫҫӗ. Сӑмах май, ку ача сачӗ 2019 ҫулта та ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Конкурс укҫипе теплица лартнӑ. Кӑҫалхи парнепе вара пӗчӗк сцена йӗркелесшӗн пулнӑ. Анчах та 40 пинпе калӑпӑшлӑ ӗҫ тӑваймӑн, теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Строительство министерствинче конкурс фондне ӳстересси пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫакӑ тавралӑха илем кӳрекенсене тата ытларах хавхалантарӗ.
Вероника Павлова, Святослав Петров