Республика Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнассишӗн 5 ҫын тупӑшӗ

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Суйлав комиссийӗ Олег Николаева регистрациленӗ. Вӑл суйлава хӑй кандидатурине хӑй тӑратнӑ. Пӗр кун маларах, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, комисси тепӗр 4 кандидата регистраци тухнине ҫирӗплетекен удостоверени пачӗ.

Раҫҫейри "Зеленые" экологи партийӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма Владимир Савинова тӑратнӑ. "Новые люди" партирен суйлава Максим Морозов хутшӑнать. ЛДПР парти кандидачӗ - Константин Степанов. Пенсионерсен партийӗ регион тилхепине Владимир Ильин тытма пултарать тесе йышӑннӑ. Кандидатсен халӗ тепӗр яваплӑ тапхӑр пуҫланать - суйлавҫӑсемпе тӗл пулса хӑйсен программипе паллаштарасси.

Аса илтеретӗп, Чӑваш Ен Пуҫлӑхне суйлама пирӗн республикӑра виҫӗ кун уйӑрнӑ - авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшччен. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне суйлав участокне пырса е электронлӑ майпа патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ пӗлтерме пултараҫҫӗ.

 

Екатерина Фомина