Семён Ислюков патшалӑх тата парти ӗҫченӗ Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш ялӗнче 1915-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Обществӑлла наукӑсен академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫлӗ кун-ҫулне учительтен пуҫланӑ. Ӑслӑлӑх кандидачӗ ӳсӗм пусмипе хӑпарса республикӑн Министрсен Канашӗн ертӳҫине, КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарьне, унтан Аслӑ Канаш Президиумӗн председательне ҫитнӗ. Семён Матвеевич ҫак яваплӑ вырӑнта 17 ҫул ӗҫленӗ тапхӑрта пирӗн республика экономикӑпа культура, ӑслӑлӑхпа искусство енчен нихҫанхинчен ытла ҫӗкленсе кайнӑ, темиҫе заводпа фабрика хута кайнӑ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, Шупашкар ГЭСӗ, Трактор завочӗ, чылай музейпа библиотека, филармони, патшалӑх театрӗсем ҫав ҫулсенче уҫӑлнӑ.
Виҫӗ ҫул каялла Олег Цыпленков ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫинчен "Люди-легенды: Семён Ислюков" ятлӑ фильм ӳкернӗччӗ. Астӑвакансем ӑна пурте талантлӑ йӗркелӳҫӗччӗ, ҫутӑ ӑс-тӑнлӑ, кӑмӑллӑ ҫынччӗ теҫҫӗ.
Семён Матвеевич Ислюковӑн республикӑна аталантарас ӗҫри тӳпине патшалӑх тивӗҫлипе хакланӑ: виҫӗ хутчен Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Ленин, Октябрьти Революци орденӗсемпе, Халӑхсен туслӑхӗ тата "Хисеп палли" медальсемпе чысланӑ. Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.
Марина Карягина