Хула кунне уҫакан тӗп уявсенчен пӗри вӑл - "Ҫӑлтӑрпа пӗрле зарядка". Кӑҫал унта 3 пин ҫурӑ ытла ҫын хутшӑнчӗ. 10 сехет тӗлне Юрӑ лапамне лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ. Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе тунӑ тӗрлӗ хусканусем пуҫтарӑннисене куна тухӑҫлӑ ирттерме савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ. Ҫамрӑксемпе танах аслӑ ӳсӗмрисем те хастар пулчӗҫ.
Зарядка тума ҫемьепе килекенсем те чылаййӑн. Оксана Яковлева уява пилӗк ачипе ҫитнӗ. - Ҫакӑн йышши ӗҫ-пуҫсене пӗрле тухса ҫӳресе ачасене спорта явӑҫтарма тӑрӑшатӑп, - тет вӑл.
Зарядка пӗр сехете яхӑн пычӗ. Хусканусене регионти паллӑ спортсменсем, тренерсем, спорт федерацийӗн ертӳҫисем кӑтартрӗҫ. Уява тӗнче чемпионӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Вячеслав Василевский хутшӑнмалла пулнӑ. Шел пулин те, вӑл ҫитсе ӗлкӗреймен. Пуҫтарӑннисене спортсмен видеосалам ячӗ.
15 ҫул хушши йӗркелекен ҫӑлтӑрпа пӗрле зарядка кӑҫал та пысӑк шайра иртрӗ. Вӑл кашнинех хаваслӑ та тулли кӑмӑл парнелерӗ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов