Ку курав ҫӑлтӑрсене сӑнама юратакансем, ҫунатлӑ ӗмӗтсемпе пурӑнакансем валли. Тата вӑл тӗнче уҫлӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчес текенсемшӗн усӑллӑ. Алексей Леонов космонавт "Ӳнерҫӗ киҫтӗкӗ ҫеҫ космос уҫлӑхӗнчи туйӑмсене уҫса пама пултарать", тенӗ. Ҫавӑнпах вӑл картинӑсем ӳкерме тытӑннӑ та. Сӑмах май, хӑш-пӗр ӳкерчӗкӗсене вӑл вӗҫев вӑхӑтӗнче тунӑ. Кунта, экран ҫинче, картинӑсем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ тейӗн.
Экпозици виҫӗ пайран тӑрать. Алексей Леонов картинисем тӑрӑх хатӗрленӗ инсталляцисӗр пуҫне, кунта Лера Нибиру режиссёр ӳкернӗ "Астронавт" фильмӗпе паллашма сӗнеҫҫӗ. Виталий Виноградов ӳнерҫӗ ӗҫӗсем те калама ҫук кӑсӑк.
Космонавтикӑна халалланӑ курава Вырӑс музейӗн мультимедиа центрӗ "Русский музей: виртуальный филиал" проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Чӑн малтан ӑна Питӗрте пурӑнакансем хакланӑ. Унтан экспозици регионсем тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухнӑ. Шупашкарта вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12- мӗшччен пулӗ.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов