Пылак кучченеҫрен пуҫласа тӗрлӗ машин таранах

Республикӑран ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Хальхинче ӑна Запорожье, Херсон тата Курск тӑрӑхӗсене ҫитерӗҫ. Ҫавӑн пекех Бердянск округӗнчи ачасем валли Ҫӗнӗ Ҫул кучченеҫӗ те хатӗрленӗ. Ку Чӑваш Енрен ӑсатнӑ 38-мӗш тиев пулчӗ.

Пулӑшӑва пуҫтарма Чӑваш правительстви, предприятисемпе волонтерсем, "Пӗрле" фонд тата уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ. Салтаксем валли хӑма тавраш, тӗрлӗ хатӗр, автомашинсем, урапасем, хӳтӗлев каррисем тата ытти те хатӗрленӗ. Бердянск тӑрӑхӗнчи ачасем валли вара 2 пин ҫурӑ тонна Ҫӗнӗ Ҫул парни пуҫтарнӑ. Ҫак машинсемпех тӗрлӗ акци вӑхӑтӗнче пухнӑ япаласене те ӑсатрӗҫ. Тӗслӗхрен, "Ачасем салтаксем валли" республика шайӗнчи ӗҫе 80 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл шутра ача сатне ҫӳрекенсем, вӗренекенсемпе студентсем, ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе 10 пин ытла талисман ӑсталанӑ, 20 пин ҫыру ҫырнӑ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа 400-е яхӑн стена хаҫачӗ хатӗрленӗ. "Хӳтӗлевҫӗсем валли ӑшӑ" ятпа иртекен акци вӑхӑтӗнче вара 30 пин ытла алсиш-нуски, шарф, калпак ҫыхнӑ. 19 кӑмака, 2 пине яхӑн окоп ҫурти, хӳтӗлев каррисем, 5 пин ҫурӑ типӗ душ ӑсталанӑ, апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑ. Пурӗ ятарлӑ ҫар операци пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑран 160 миллион тенкӗлӗх пулӑшу ӑсатнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку ӗҫе малалла та хастаррӑн йӗркелесе пырса ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшассине палӑртрӗ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров