Пурте пурнӑҫлама кирлӗ тӗллевсем

Республикӑри виҫӗ ведомство ҫитес пилӗк ҫулхи тӗп аталану ҫул-йӗрне палӑртрӗ. Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче строительство, коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗсенчи тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ.

Чӑваш Енре паянхи куна пӗр ҫын пуҫне 32 тулли те 6 вуннӑмӗш тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр шутланать. Ку вӑл Атӑл федераци округӗнчи 3-мӗш кӑтарту. Иртнӗ 5 ҫулта, унчченхи пилӗкҫуллӑхпа танлаштарсан 11 тулли те 8 вуннӑмӗш процент чухлӗ ытларах ҫурт-йӗр тунӑ. Тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтересси икӗ хут ӳснӗ. Пин те 300 ҫурт картишне юсаса хӑтлӑлатнӑ. Юхӑннӑ ҫуртсенче пурӑннӑ пине яхан ҫынна хӑтлӑ кӗтеспе тивӗҫтернӗ.

Мӗн палӑртнине пурнӑҫа кӗртес тесен ҫитес пилӗк ҫулта ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле. Пӗр ҫын пуҫне лекекен ҫурт-йӗр калӑпӑшне 36 тулли те 4 вуннӑмӗш тӑваткал метра ҫитересшӗн. Регионти пурӑнмалли фондӑн 22 процентне ҫӗнетмелле тата ытти те.

Чӑваш Республикин патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн аталану ҫул-йӗрӗпе ведомство ертӳҫи Виктор Кочетков паллаштарчӗ. Тӗп тӗллевсен йышӗнче - управляющи компанисен ӗҫне уҫӑ та витӗмлӗ тӑвасси, ҫынсен прависене хӳтӗлесси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫӗпе кӑмӑллисен шутне ӳстересси. 
Патшалӑхӑн тепӗр тӗп тивӗҫӗ - ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси. Унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, юлашки вӑхӑтра чылай ырӑ улшӑну пулса иртнӗ.

Лару строительсен професси уявӗ умӗн иртнӗ май, ӗҫре палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳ тунисене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров