Пурнӑҫа ҫӗнӗрен юратма хӑнӑхаҫҫӗ

Элӗк тӑрӑхӗнче сусӑрсемпе пенсионерсене обществӑлла пурнӑҫа явӑҫтарас тесе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӑл шутра тӑтӑшах сӑваплӑ вырӑнсем тӑрӑх ҫулҫӳрев йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче Ҫулавӑҫ ялӗнчи Смоленски Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗпе паллашрӗҫ хастарсем.

Чиркӗве ҫӳрекенсем Смоленски Турӑ амӑшӗн храмӗ тавра хӗрессемпе утса ҫаврӑнчӗҫ. Малтисен йышӗнче - сусӑрсем, йывӑр чирлӗ ачасем те пур. Чылай чухне вӗсене килтен тухма та хӗн-хур, чиркӗве ҫӳресси пирки сӑмах та ҫук. Йӗркелӳҫӗсем ҫакна шута илсе кашнине ятарлӑ транспортпа пырса илнӗ. Виталий Самохвалов 10 ҫул ытла кӳмепе ҫӳрет. Хӑй вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫленӗ. Хӑйне манманнишӗн хӗпӗртет.

Ҫавӑнпа та халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр, пӗтӗм Раҫҫейри сусӑрсен пӗрлешӗвӗн вырӑнти уйрӑмӗ тата Элӗк округӗн администрацийӗ тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Сусӑрсене ҫеҫ мар, аслӑ ӑрурисене те тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа явӑҫтараҫҫӗ. Сӑваплӑ вырӑнсенче пулса кураҫҫӗ. Юнашар районсене ҫеҫ мар, республика тулашне  те кайса килеҫҫӗ. Ытларах ӗнтӗ вырӑнти чиркӳсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Ҫулавӑҫ ялӗнче Смоленски Турӑ амӑшӗн храмне 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех хӑпартнӑ. Кӗлӗ ҫурчӗ тем те курнӑ темелле. Кунта шкул та, клуб та пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ. Хастарсем тӑрӑшнипе ҫветтуй вырӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Чиркӳ халӑха пӗрлештерен вырӑн пулса тӑнӑ.

Ял халӑхне концертпа та савӑнтарчӗҫ. Сӑмах май, артистсем хушшинче те сусӑрсем пур. Халӗ хастарсем спартакиадӑна хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Шупашкарта ҫитес эрнере инвалидсен "Феникс"  физкультурӑпа спорт клубӗ ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать - 35 ҫул. Элӗк хастарӗсем унта та малтисен йышӗнче пуласса шанаҫҫӗ. Ҫапла обществӑлла ӗҫ урлӑ сусӑрсем пурнӑҫа ҫӗнӗрен юратма вӗренеҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Святослав Петров